Пăрачкавсем таса шыв ĕçĕç

22 Нарăс, 2017

Пăрачкав районĕнче пурăнакансене ĕçмелли шыв пахалăхĕ тахçанах пăшăрхантарать. Халь ĕçлекен тытăм япăхса çитнĕ. Çавна кура шыв пахалăхĕ те начар. Çывăх вăхăтра ку ыйту татăлас шанчăк пур.

Ĕнер, нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пăрачкав çĕрĕ çинче пулнă чухне муниципалитетăн çивĕч ыйтăвĕсене хускатнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Евгений Лебедев шыв ыйтăвне татма проектпа смета документацине хатĕрлесе çитернине пĕлтернĕ. Мĕнпур ĕçе пурнăçлама 86 миллион тенкĕ кирлĕ. Михаил Игнатьев республика Правительстви софинансировани меслечĕпе укçа уйăрса пулăшма хатĕррине палăртнă.

Рубрика: 

Комментари хушас