Пăрачкавсем Республика кунне уявларĕç

Уяв кунĕ тĕлне хитреленсе хăтлăланнă Пăрачкав кÿршĕ регионсенчен тата хамăр республикăри районсемпе хуласенчен вун-вун хăнана йышăнчĕ. Пухăннисене республикăри паллă артистсемпе пултарулăх коллективĕсем, районти çамрăк ташăçăсемпе юрăçсем, халăх ансамблĕсем савăнтарчĕç.

Пăрачкава Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çитсе курчĕ. «Эсир пултаруллă та ĕçчен халăх пулнине çирĕплетсе патăр. Йывăрлăха пăхмасăр пуласлăха çĕн шанăçпа пăхатăр, район аталанăвĕшĕн вăй хурса тăрăшатăр», — терĕ Михаил Васильевич çынсене уяв ячĕпе саламланă май. Вăл район хастарĕсемпе ĕçре палăрнисене, нумай ачаллă тата çамрăк çемьесене тĕрлĕ наградăпа тата сертификатпа чысларĕ.

Пăрачкавсен уяв программи питĕ анлă. Хăнасем хуткупăссен, сăмаварсен, вырăнти художниксен куравĕсемпе паллашрĕç. Пăрачкав тăрăхĕнче Крылов карапçă çуралса ÿснĕ май районта карап тăвакансен фестивалĕ иртрĕ, унтах Шупашкарсем çамрăк изобретательсен ĕçĕсене хак пачĕç. Тепĕр лапамра бензопăчкăпа йывăç касса илемлĕ япаласем тăвакансем тупăшрĕç. Тĕрлĕ регионтан тата районпа хуларан килнĕ алĕç ăстисен куравĕнчен те çынсем татăлма пĕлмерĕç. Çармăс халăх пултарулăхĕн «Арта» фестивалĕ, халăх музыкин «Раштав» ансамблĕн концерчĕ, «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале хутшăнакансен юрри-ташши тата ытти Пăрачкавра иртнĕ уява илем кÿчĕç.

Наталья ЕФИМОВА, Пăрачкав ял тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ:

— Республика кунне эпир питĕ тăрăшса хатĕрлентĕмĕр. Республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе çулсене, тротуарсене юсарăмăр, урамсене чечексемпе илемлетрĕмĕр, купсасен ĕлĕкхи çурчĕсене çĕнетрĕмĕр. Кунашкал уяв пирĕн районта кашни çул иртет. Акатуй ирттересси йăлана кĕчĕ. Унта ака ĕçĕсене пĕтĕмлетсе чи маттуррисене чыслатпăр.

Ольга АБАКУМОВА, Саранск хулинчи алĕç ăсти:

— Пăрачкав районĕнче тĕрлĕ халăх çыннисем килĕштерсе пурăнаççĕ. Çармăссем те йышлă кунта. Районпа кÿршĕллĕ пулнă май эпир ку тăрăха кашни çу килсе куратпăр е вĕсем пирĕн пата хăнана пыраççĕ. Кашни уявра пире ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Манăн çăматăсене Пăрачкавсем хаваспах туянаççĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас