Пăр керменĕшĕн сасăлăр
24 May, 2016

Шупашкарти чи пысăк кермен "Спорт индустрийĕн лидерĕсем" конкурса хутшăнать. "Раççейри чи лайăх пăр кермен" ята тивĕçессишĕн çавăн пекех Мускаври "Мегаспорт", Сочири "Большой", Хусанти "Татнефть-Арена", Коломнăри конькипе чупакансен центрĕ тата ыттисем кĕрешеççĕ.

Кăмăла кайнă спорт объекчĕшĕн wintercongress.ru сайтра сасăлама пулать. "Спорт индустрийĕн лидерĕсем" конкурса çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче Красноярск хулинче иртекен Пĕтĕм тĕнчери конференцире пĕтĕмлетĕç. Мала тухнисене премипе чыслĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ.