Пăр керменĕ йыхравлать

28 Çу, 2015

Июнĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Енĕн тĕп хулинче "Чебоксары Арена" ят панă Пăр керменне савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ. Республикăри чи пысăк спорт комплексĕнче 7,5 пин çын валли лармалли вырăн тунă, кунсăр пуçне тренировкăсем ирттермелли каток, тренажер залĕ, конференцисем ирттермелли зал, кафе, машинăсем лартмалли вырăн тата ытти те пур.

Пĕтĕмĕшле тăкаксемпе 1,6 млрд тенке яхăн кайса ларнă строительство объектне керменĕн тĕп арени çинче уçаççĕ. Уява тĕнчери паллă фигуристсем хутшăнасси те паллă. Икĕ хутчен тĕнче чемпионĕ, çичĕ хутчен Европа чемпионĕ пулнă Ирина Слуцкая тата Олимп çĕнтерÿçи Елена Бережная килсе çитмелле.

Хоккей командисем, ытти фигуристсем, шорт-трекерсем те хăйсен пултарулăхне кăтартĕç.

Уяв 18 сехетре пуçланать. Унччен маларах Пăр керменĕ умĕнче пултаруллă ушкăнсем концертпа савăнтарĕç, ытти хаваслă мероприятисем иртĕç.

Рубрика: