Пăр çинче – юрăçсем

10 Пуш, 2016

Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕ пушăн 8-мĕшĕ ячĕпе республикăн тĕп уявне - «Юратнă хĕрарăмсене» концерт - ирттерчĕ.

Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Шупашкар-Арена» пăр керменте йĕркеленĕ концерта чăваш эстрада юрăçисем Александр Васильев, Алина Михайлова, Андрей Кузнецов, Валентина Кузнецова, Константин Рязанов, Алексей Шадриков, Алина Варна, Андрей Думилин, çавăн пекех «Асанне-elektrik show", "Дуняша style", "Çиларман" ушкăнсем хутшăнчĕç.

Концерт программипе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов паллашрĕç. Михаил Васильевич залри, çавăн пекех республикăри хĕрарăмсене уявпа - пушăн 8-мĕшĕпе - ăшшăн саламларĕ, юрату, ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Рубрика: