Пăр çинче хальлĕхе хăрушă!

21 Чÿк, 2016

 Вырсарникун Атăл çинче чутах хăрушă инкек пулман. Çÿхе пăр катăлса çыранран уйрăлнă та — 12 пулăç «тыткăна» лекнĕ. Юрать-ха, çăлавçăсем вăхăтра çитнĕ. Ĕç-пуçпа паллаштарма ЧР Граждан оборонин патшалăх комитечĕн председателĕнчен Вениамин Петровран ыйтрăмăр.

 — Юлашки виçĕ çулта кĕркунне-çуркунне çынсен шыв çинчи хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ыйту тăруках çивĕчленет, — терĕ Вениамин Иванович. — Иртнĕ эрнере пилĕк кунра виçĕ пăтăрмах пулнă.

Пĕрремĕш тĕслĕхре чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче пирĕн пулăçсем Мари Эл территорийĕнче пăр çине тухнă. Пулă тытнă май хĕвел хĕртнипе пăр ирĕлнине сисмен те. Çыранран уйрăлнă пĕр пăр катăкĕ çинче — пĕр пулăç, тепĕр катăк çинче — тата виççĕн. Пăр çыранран пĕр километр таран уйрăлсан тин пĕри инкеке лекни пирки çăлавçăсене шăнкăравласа пĕлтерме пултарнă. Чăваш Ен çăлавçисен Мари Элти ĕçтешĕсемпе килĕшÿ пур: ГЭСран аяларах — пирĕн яваплăх территорийĕ, çÿлерех — кÿршĕсен. Çавна май ку тĕслĕхре Мари Эл çăлавçисем виçĕ пулăçа çăлнă. Теприне çывăхри ял çыннисем кимĕпе кăшт маларах çыран çине илсе тухнă.

Тепĕр кунне Шомик çывăхĕнче утравсен таврашĕнче тепĕр ушкăн шывра пăр çинче тăрса юлнă. Атăл çине юханшывăн сулахай çыранĕнчен тухнă, кунĕпе вăлтапа ларнă. Тавралăх тĕттĕмленнĕ май çыран çине тухма тăнă та — çул пÿлĕннĕ иккен: кун каçа хĕвел çинче пăр ирĕлме ĕлкĕрнĕ. Ку тĕслĕхре çăлавçăсене пулăçсенчен пĕрин мăшăрĕ шăнкăравласа чĕннĕ. «Тыткăнрискерсене» çывăхри утрав çине тухса кĕтме сĕннĕ, анчах вĕсем пурпĕр çăлавçăсем çитессе кĕтес темен — хăрушлăх пысăккине пăхмасăр çыран çине хăйсемех тухнă.

Вырсарникунхи тĕслĕхре вара харăсах 12 пулăçа пулăшу кирлĕ пулса тухнă. Ахальтен мар ĕнтĕ çак пăтăрмах пирки асăннă кунах центрти телекурав та пĕлтерме ĕлкĕрчĕ. SOS сигнал 9 сехет те 15 минут тĕлнелле çитнĕ. Муркаш районĕнче «Солнечный берег» санаторирен кăшт çÿлерех 12 пулăç пăр çинче юлнă. Çакăн пирки хыпар илсен çăлав службин диспетчерĕ Россоюзпасри ĕçтешĕсене — асăннă санаторире ĕçлекен волонтерсене — шăнкăравланă. Вĕсем пулăçсем патне кимĕпе васканă. Кĕçех çăлавçăсем те çитнĕ. Операци икĕ сехете тăсăлнă, икĕ кимĕпе 12 çынна çыран çине илсе тухнă.

— Пăр хальлĕхе ытла та çÿхе-ха — 5-7 сантиметр кăна. Хăрушлăх пысăккине пурте лайăх пĕлеççĕ — пурпĕр пăр çине тухаççĕ. Пулăçсене кÿрентерес килмест — вĕсем чăн-чăн фанатсем, анчах ăса çухатса çакнашкал лару-тăрăва лекеççĕ. Асăннă виçĕ тĕслĕхре пĕтĕмпе 20 çынна çăлнă. Юрать-ха, ĕç-пуç йĕркеллех вĕçленнĕ. Анчах çÿхе пăр çынсен йывăрăшне тÿсеймессе те пултарать вĕт — ун чухне çăлавçăсем çитсе ĕлкĕресси иккĕленÿллĕ. Çанталăк 10-15 градус таран сивĕтиччен, пăр хулăнăшĕ 10 сантиметртан кая мар пуличчен пăр çине тухма кирлĕ мар. Пурнăç пĕрре — ăна хакламалла, — терĕ Вениамин Петров.

Николай КОНОВАЛОВ