Пан улми сăпасĕнче - ял кунĕ

26 Çурла, 2014

Муркаш районĕнчи Оринин ялĕн кунĕсем халĕччен те иртнĕ-ха, Культура çулталăкĕнче ăна тата мăнаçлăрах йĕркелеме тăрăшнă. Пан улми сăпасĕнче ял хушшинчи тÿрем савăнăçлă сасăпа кĕрлесе тăнă. Хастарсем тăрăшнипе пысăк хуранпа шÿрпе пĕçернĕ, сĕтел тутлă апат-çимĕçпе тулнă.

Уява Орининти информаципе культура центрĕн ĕртÿçин Венера Васильевăн уçă сасси шăрантарнă юрă уçнă. Ял уявĕпе халăха Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Волков, Муркаш район депутачĕ Виталий Иванов, ял старости Юрий Соловьев саламланă.

Ял çыннисене чăваш эстрадинчи çамрăк юрăç Николай Ключников хавхалантарнă, Виктория Захарова çыпăçуллă ташăпа тыткăнланă. Спорта юратакансем çамрăксем футболла вылянине пăхса савăннă. Чи кĕçĕннисем батут çинче сиксе киленнĕ. Уяв сĕм тĕттĕмччен тăсăлнă.

Рубрика: