Паллашăр: харăсах икĕ кĕнеке

19 Кăрлач, 2016

Раççей Вĕрентÿ академийĕн членĕшĕн, экономика наукисен докторĕшĕн Лев Кураков академикшăн 2016 çул тухăçлă пуçланнă теме пулать. Çак кунсенче унăн ытти авторпа - наука çыннисемпе - пĕрле хатĕрленĕ «Финансы, кредит и денежное обращение» словарьпе «Экологическое образование и воспитание молодежи» вĕрентÿпе методика пособийĕ пичетленсе тухнă.

Справочник-словаре финанспа кредит тытăмĕпе, укçа-тенкĕ çав­рăнăшĕпе çыхăннă 13000 термин кĕнĕ. Асăннă кăларăмăн уйрăмлăхĕ - терминсе­не акăлчанла тата нимĕçле куçарни. Çакă сăмахăн пĕлтерĕшне туллинрех уçса парать. Ку - банкпа бухгалтери ĕçченĕсемшĕн, менеджерсемпе бизнесменсемшĕн, предпринимательсемшĕн, экологсемшĕн, ауди­торсемшĕн, студентсемшĕн, соискательсемшĕн, аспирантсем­шĕн, патшалăх уч­режденийĕсенче ĕç­лекенсемшĕн паха кăларăм. Словаре алфавитпа йĕркеленĕ.

«Экологическое образование и воспитание молодежи» методика пособийĕнче вара çамрăксене экологи пĕлĕвĕпе воспитанийĕ парас ыйтусене çутатнă. Асăннă пособие те экологипе çыхăннă кĕске словарь пуянлатать. Ăна вĕрентекенсем, класс ертÿçисем, социаллă педагогсем, аслă шкулсенчи тата колледж-техникумри преподавательсемпе студентсем валли кăларнă. Лев Пантелеймонович малашне те çĕнĕ кĕнекесем кăларасшăн.

Р.ВЛАСОВА.

Рубрика: 
Автор: