Палата сайчĕ - призерсен йышĕнче
17 Ноября, 2015 | Экономика

«Патшалăх служби» журналăн кăçалхи пиллĕкмĕш номерĕнче регионсенчи Общество палатисен официаллă сайчĕсен мониторингĕн пĕтĕмлетĕвĕ пичетленнĕ. Ăна Раççейри Общество палатин аппарачĕпе «Экономикăн аслă шкулĕ» наука-тĕпчев институчĕ пĕрле ирттернĕ.

Çĕршыври 85 регионти Общество палатинчен 82-шĕн хăйĕн официаллă сайчĕ пур. Тĕпчевре вĕсенчи информаци уççăнлăхне, функцилĕхне, интерактивлăхне тата контентăн актуаллăхне тĕпе хурса хакланă.

ЧР Общество палатин ертÿçи А.Судленков /сăнÿкерчĕкре/ пĕлтернĕ тăрăх - сайтсене 32 балпа хакланă. Малти виçĕ вырăна йышăннисен хушшинче Чăваш Республикин Общество палатин официаллă сайчĕ те пур. Унăн 24 балл. Пĕрремĕшĕнче - Амур облаçĕпе Пермь крайĕн сайчĕсем /27 балл/, иккĕмĕшĕнче - Крым Республикипе Белгород облаçĕ /25 балл/.

Чăваш Республикин Общество палатин официаллă сайчĕ федерацин Атăлçи округĕнчи тупăшура иккĕмĕш вырăн йышăннине те палăртма кăмăллă.