Орденпа чысланă

29 Утă, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче КПСС Чăваш обкомне 1974-1988 çулсенче ертсе пынă патшалăх тата политика деятелĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Илья Прокопьев 90 çул тултарнă ятпа Чăваш наци библиотекинче ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă.

Михаил Игнатьев ентешĕн çынлăх тата професси хаклавĕсене пысăка хурса тата тăван республикăна аталантармашкăн сумлă тÿпе хывнине шута илсе ăна «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăланă.

Илья Павловича паллă кунпа çавăн пекех Чăваш Ен Правительствин членĕсем, РФ Патшалăх Думин Чăваш хутлăхĕнчен суйланнă депутачĕсем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, общество деятелĕсем, тус-юлташĕ, тăванĕсем тата Вăрнарсем саламланă.

В.СМИРНОВА.