Операци хыççăн вилнĕ

24 Авăн, 2015

Шупашкарти Ленин районĕн сучĕ пĕр больницăри реаниматолог анестезиолог тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вăл професси тивĕçĕсене пурнăçланă чухне çынна асăрханмасăр вĕлернĕ тесе шухăшлаççĕ.

Следстви версийĕ акă мĕн пĕлтерет: кăçалхи июлĕн 13-мĕшĕнче çак тухтăр операци ирттернĕ. Анчах 48 çулти пациент çур сехетрен сывлама чарăннă. Судпа медицина экспертизи палăртнă тăрăх, хĕрарăм тĕрĕс мар тунă операцие пула куçне яланлăхах хупнă. Халĕ уголовлă ĕçе малалла уçăмлатаççĕ.

Рубрика: