Опера фестивалĕ иртет

29 Юпа, 2015

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ опера фестивалĕ ирттерме хатĕрленет. Ăна кăçалхипе 25-мĕш хут йĕркелĕç.

М.Д.Михайлов ячĕллĕ фестиваль чÿк уйăхĕн 20-29-мĕшĕсенче иртĕ. Вăл чÿкĕн 20-21-мĕшĕсенче Гаэтано Доницеттин «Любовный напиток» оперипе уçăлĕ. Чÿкĕн 25-мĕшĕнче Джузеппе Вердин «Бал-маскарад» оперинче Мускаври чи лайăх солистсем юрлĕç. Тепĕр кунхине сцена çине «Четыре короля оперной сцены» классика тухĕ. Чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чулхулари А.С.Пушкин ячĕллĕ оперăпа балет театрĕн труппи постановкăпа савăнтарĕ. Чÿкĕн 29-мĕшĕнчи гала-концертра Раççей тата ют çĕршыв артисчĕсем юрлĕç. Раштавăн 2-мĕшĕнче артистсем Пăрачкава çитĕç.

Рубрика: