Общество палатин эмблеми пулĕ

6 Юпа, 2015

Çитĕнĕкен ăрăва тăван республикăн историйĕпе тĕплĕнрех паллаштарас, унăн граждан позицине çирĕплетес тĕллевпе Чăваш Республикин Общество палати хăйĕн эмблемин конкурсне ирттерме йышăннă. Вăл икĕ тапхăрпа иртĕ: пĕрремĕшĕ - октябрĕн 30-мĕшĕччен, ик­кĕмĕшĕ /пĕтĕмлетÿ/ - октябрĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа - ноябрĕн 10-мĕшĕччен. Ĕçсене октябрĕн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Çĕн­терÿçĕне Палатăн Канашĕн ларăвĕнче палăртаççĕ, ăна Дипломпа, хавхалантаракан парнепе чыслаççĕ. Ытти лайăх ĕçсене те уйрăм парнесемпе палăртĕç. Конкурс пирки /8352/ 39-35-86 е 38-35-67 номерсемпе шăнкăравласа уçăмлатма пулать.

Общество палатин малашне хăйĕн паллисĕр пуçне «Чăваш Республикин граждансен обществине пысăк тÿпе хывнăшăн» ятарлă премийĕ те пулĕ. Унăн положенине çирĕплетнĕ ĕнтĕ.

Палата Канашĕн иртнĕ ларăвĕнче çитес çул республикăри районсемпе хуласенче Общество палатин кунĕсене ирттерме те йышăннă. Ку районсен администрацийĕсемпе территорири общество пĕрлешĕвĕсен пĕрлехи ĕçне вăйлатма пулăшĕ.

Юрий ЛИСТОПАД

Теги: