Общество организацийĕсем çул çитменнисен хÿтлĕхĕшĕн

20 Чÿк, 2017

Паян, чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Раççейре Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун иртнĕ май ЧР Вĕрентÿ министерствинче «çавра сĕтел» йĕркелерĕç. Унта çул çитмен çамрăксем хушшинче асăрхавсăрлăх, правăна пăсакансем тĕлĕшпе профилактика ĕçĕнче общество организацийĕсем мĕнле витĕм кÿнине сÿтсе яврĕç.

«Çавра сĕтеле» ЧР вĕрентÿ министрĕн заместителĕ Алевтина Федорова, республикăри «Сывă наци» организацин председателĕ Кирилл Лукин, Шупашкарти доброволецсен халăх дружинин командирĕ Роман Яртеев, районсемпе хуласенчи çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссин представителĕсем хутшăнчĕç.

Кирилл Лукин организаци хута яракан проектсем çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсенчен пĕри наркотик тыткăнне лекнисене сывă пурнăçа тавăрассипе çыхăннă. «Наркодиспансертан тухнă хыççăн çамрăка уйрăмах йывăр. Вăл каллех унчченхи туссем патне таврăнма пултарать. Эпир «шурă вилĕм» серепинчен хăтăлас çул çине тăнă çамрăк çумне кураторсем çирĕплететпĕр. Вĕсем пулăшнипе реабилитаци тапхăрĕ çăмăлрах иртет. Пĕр тĕслĕх, пĕр çамрăка вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманăшăн шкултан кăларса ярас патнех çитнĕччĕ. Анчах вăл тÿрĕ çул çине тăма пултарчĕ, чĕрĕке шĕкĕр «пиллĕкпе» вĕçлерĕ. Кун пек ырă улшăнура пирĕн кураторсен тÿпи те пур» , — терĕ Кирилл Владимирович. Вĕсен организацийĕ тăтăшах рейд ирттерет. Çул çитмен çамрăксене пирус, эрех-сăра сутакансене тупса пăлартаççĕ. Кирилл Лукин палăртнă тăрăх, çамрăксен хушшинче кальян туртасси анлă сарăлнă, çĕрлехи клубсенче уйрăмах çак усал йăлапа айкашаççĕ. Ку ыйтупа çине тăрса кĕрешмеллине палăртрĕ общество организацийĕ ертÿçи.

Мероприяти граффити мелĕпе тунă ÿкерчĕксен, фото-, видеоматериалсен «Пуласлăха кĕрсе пăх» республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысланипе вĕçленчĕ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас