Нумай хваттерлĕ çуртсенчи инженери сечĕсене юсас йĕрке улшăнĕ

28 Пуш, 2018

Паян иртнĕ Правительство ларăвĕнче Чăваш Енĕн Стройминĕ нумай хваттерлĕ çуртсенчи инженери сечĕсен юсавĕ пирки хатĕрленĕ йышăнăва ырларĕç. Унпа килĕшÿллĕн инженери сечĕсен эксплуатаци вăхăчĕ виçĕ çуллăх тапхăрта пĕр вăхăтра вĕçленет пулсан унашкал системăсене харăс юсамалла.

«Канализаци пăрăхĕсен 40 çула пымалли вăхăчĕ — 2020 çулта, вĕри шывăн 15 çуллăх пăрăхĕсен вара 2022 çулта вĕçленет тейĕпĕр. Çакнашкал тĕслĕхсенче инженери сечĕсен икĕ элементне те 22-мĕш çулта пĕрле юсамалла», — ăнлантарчĕ Владимир Михайлов министр. Ыйту çивĕчлĕхне Иван Моторин премьер-министр та палăртрĕ: «Иртнĕ çулсенче капиталлă юсав тĕлĕшпе халăх кăмăлсăр тĕслĕх нумай пулнă. Ку йышăнупа эпир çак çивĕчлĕхе сиретпĕр. Халь республикăн капиталлă юсав фончĕн ĕçне йĕркелесе çитермелле — кăçалхи юсав ĕçĕсен программине пурнăçланă чух çак улшăнусене шута илмелле».

Комментари хушас