Çĕршыв мар, хамăр айăплă

14 Пуш, 2015

Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, паян актер, журналист укçи-тенкипе выçă вилетĕн. Пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатасси, пĕр-пĕр кĕтес туянасси çинчен шухăшламалли те çук. Çавăнпа та кану кунĕсем пирки пачах манса кайса темиçе çĕрте вăй хума тивет. Тумла пĕрмай тумласа тăрсан чула та шăтарать теççĕ, эпир вара лейка пек унталла-кунталла пĕрĕхетпĕр. Ывăл çуралсанах пачах канмасăр ĕçлеттĕм. Çĕрле таксистра тăрăшаттăм, кайран студентсем патне чупаттăм, вĕсем патĕнчен - театра. Пушă вăхăт тупăнсанах тепĕр ĕçе васкаттăм.

Пĕррехинче çапла Лапсар енчен çил пек вĕçтерсе килетĕп. Мана студентсем кĕтеççĕ, ĕлкĕрмеллех. Çав хăрушă ÿкерчĕк халь те куç умĕнче, чутах çапăнса вилмерĕм. Института вăхăтра çитрĕм, чĕтрени, пăлханни иртсе кайсах та пĕтменччĕ пуль, çапах нимĕн те палăртмарăм. Заняти вĕçленсенех директор патне кĕрсе ĕçрен кайма ыйту çыртăм. Пурнăç нимрен хаклăраххине çавăн чухне ăнланса илтĕм те.

Хулари шкулсене спектакльсемпе час-часах тухса çÿретпĕр. Кашни çĕрте тĕрлĕрен паллах. Хăш-пĕр шкулта пачах та спектакль курма пĕлмеççĕ, шавлаççĕ, телефонĕсене алăран ямаççĕ. Çывăх çыннисем çак ачасемпе театра нихăçан та ура ярса пусманни тÿрех сисĕнет.

Ашшĕ-амăшĕ юлашки вăхăтра ачисемпе питĕ сахал калаçать. Ирхине пĕчĕкскерсене çавăтса садике, шкула чупаççĕ. Каçхине ĕçрен таврăнаççĕ те пĕри компьютер, тепри телевизор умне вырнаçса ларать. Ывăл-хĕрĕ планшетпа е телефонпа вылять. Пĕрин те калаçма вăхăт çук. Эрнен кашни кунĕ çапла иртет.

Эпĕ хамăн ывăла шашка-шахматла, доминолла выляттарма тăрăшатăп. Манпа, амăшĕпе те ăмăртмалла пазл пуçтарать.

«Ботаника сачĕ» чарăнуран ытла аякрах пурăнмастпăр. Çемьепе çак тăрăхри пĕчĕк вăрманта - Юманлăх ращинче - уçăлса çÿреме кăмăллатпăр. Юр ирĕлсе пынă май мĕн кăна куç тĕлне пулмасть-ши? Кашни утăмра - эрех-сăра кĕленчи, пластик савăт-сапа... Хамăра пăртак та хисеплеме пĕлместпĕр çав, варалатпăр, аркататпăр, кайран айăплине шыратпăр. Аякран килсе мар, çак тăрăхра пурăнакансемех вăрмана çÿп-çап айне тăваççĕ. Юманлăхра канса ларма нумай пулмасть хитре саксем вырнаçтарса тухрĕç. Тĕлĕнмелле çынсенчен - çавсем çинче шашлăк ăшалаççĕ. «Пĕттĕр, вантăр, манăн мар-иç», - теме юратать пирĕн халăх. «Ют çĕршывра апла мар та капла мар, унта хитре, таса, тирпейлĕ», - тесе мăкăртатнине пĕрре мар илтнĕ. Çĕршывĕнчен мар, йăлтах хамăртан килни пирки шухăшламастпăр та.

Шел те, подьездра та тарăхмалли тупăнсах тăрать. Е çутă сÿнтереççĕ, сăрине ĕçсе янă хыççăн кĕленчине çапса çĕмĕреççĕ. Кайран тирпейлÿçĕн çавна мĕнле тасатмалла-ши? Общежитире пĕрмай шавлани, эрех ĕçни, пирус тĕтĕмĕ йăсăрланса тăни йăлăхтарсах çитерчĕ. Хваттер туянса хăçан тухса тарăпăр-ши?

Дмитрий ПЕТРОВ, артист

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.