Улпутсен çурчĕсем илем кÿреççĕ хулана

20 Нарăс, 2015

Тĕп хулара авалхи çуртсене сыхласа хăварма май килнине, манăн шухăшăмпа, ырламалла кăна. Питĕ хăйнеевĕрлĕ вĕсем, Шупашкар сăн-сăпатне пуянлатаççĕ кăна. Ыйтăвăм çапларах манăн: Зелейщиковăн, Соловцевăн, Ефремовăн пулнă çуртсене миçемĕш çулта лартнă?

В.АТАМОВ.

Муркаш районĕ.

Зелейщиков купса çурчĕ - хулари уйрăм çынсем лартнă пĕрремĕш чул çурт. XVII ĕмĕрĕн юлашки чĕрĕкĕнче хута янăскер. Вăл питĕ хăйнеевĕрлĕ, унра барокко стилĕн тата авалхи вырăс архитектурин йĕрĕсем палăраççĕ. Совет саманинче çуртăн питĕ пысăк пайне аркатнă. XX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче упранса юлнă сăнÿкерчĕксем тата чертежсем тăрăх çĕнĕрен тума май килнĕ. Хальхи вăхăтра уйрăм çын харпăрлăхĕ шутланать.

Соловцев çуртне XVIII ĕмĕр варринче хута янă. Малтан унăн хуçи пуян улпут Котельников пулнă. Каярахпа купса хĕрне качча илнĕ отставкăри капитана Соловцева куçнă. Ку çуртра II Кĕтерне патша Атăл тăрăх çулçÿреве тухсан чарăннă.

Ехрем хуçан темиçе çурт та пулнă. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче тунă çуртра халĕ Чăваш наци конгресĕ вырнаçнă. Тепринче Сăра музейĕ уçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.