Çĕнĕ Шупашкарти «Чĕкеç» шăпăрлансене йышăнма хатĕр

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Çĕнĕ Шупашкарта «Юраково» микрорайонта çĕнĕ ача сачĕ уçăлчĕ. Ку ахаль ача пахчи çеç мар, çĕнĕ çуртра аталану центрĕ те вырнаçнă. Строительсем ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçланă-и, ачасем валли садикре условисем çителĕклĕ-и? Шкул умĕнхи Çĕнĕ вĕренÿ учрежденине республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хакларĕ.