«Наркăмăш пăтăрмахĕн» урокĕсем

29 Юпа, 2014

Минретекен хутăшсем çĕнелсех пыраççĕ

Авăн уйăхĕн вĕçĕнче çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче, çав шутра Чăваш Енре çынсем психоактивлă хутăшпа йышлăн наркăмăшланни чăннипех пысăк пăтăрмах пулчĕ. Çавна май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин наркотиксемпе кĕрешекен комиссийĕн черетсĕр ларăвне ирттерсе унта шăпах çак ыйтăва тишкерме сĕнни пĕртте ăнсăртран мар.

Ĕнерхи ларура чи малтанах Федерацин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Барсуков сăмах илчĕ. Вăл палăртнă тăрăх - авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнчен тытăнса республикăра çĕнĕ йышши психоактивлă хутăшпа усă курнă хыççăн хăйсене япăх туйнипе çынсем медучрежденисенчен пулăшу ыйтнă тĕслĕх тăруках нумайланнă. Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕччен больницăсене 113 çын пынă е вĕсене васкавлă медпулăшу илсе килнĕ. 48 çынна госпитализацилеме тивнĕ. Çак йышăн тĕп пайĕ - Шупашкар çыннисем. Çавăн пекех 17 çын - Çĕнĕ Шупашкарсем. Çĕрпÿ, Элĕк районĕсенче, Улатăр, Канаш хулисенче те пулăшу ыйтакансем пулнă.

Тивĕçлĕ органсем çийĕнчех мерăсем йышăннă. Тĕрлĕ ведомство представителĕсене явăçтарса ятарлă ушкăн туса хунă. Ĕç кăтартăвĕ курăмлă: хайхи хутăшпа усă курнă 49 çынна, çав наркăмăша сутас тĕллевпе пĕр-пĕр вырăна пытарнă 5 çынна тытса чарнă. Çавна май юпа уйăхĕн 2-мĕшĕ хыççăн çынсем наркăмăшланнă пĕр тĕслĕх те пулман.

Хальлĕхе паллă мар хутăшăн ячĕ те çук-ха. Пермьри лаборатори ăна тĕпченĕ, усă курма юраман хутăшсен 1 / списокне кĕртнĕ. «Çакăн хыççăн ку хутăш наркотик шутланать, - пĕлтерчĕ Евгений Николаевич. - Малтан ăна классификацилес, наркотиксен шутне кĕртес енĕпе чăрмавсем пулнăччĕ, халĕ вĕсем сирĕлнĕ».

Анчах «сăваплă вырăн пушă пулмасть» тенешкел, кунта та çаплах - пĕр хутăш вырăнне тепри килет. Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче право хуралĕн органĕсем республикăра çĕнĕ йышши тепĕр наркотике туртса илнĕ - 8 кг яхăн! Е.Барсуков каланă тăрăх - «тивĕçлĕ службăсем ĕçлеме пуçланăранпа Чăваш Ен историйĕнче çакăн чухлĕ наркотик туртса илни пулман!» Çак виçен вăрттăн рынокри хакĕ 10 млн тенкĕ ытла иккен. Йĕрсем Пушкăртстана илсе каяççĕ-мĕн. Унта çав наркăмăшăн 25 кг ытла таякан партине туртса илнĕ.

Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова та пăшăрханнине пытармасть. 2013 çулта республикăра çынсем наркотиксемпе наркăмăшланас енĕпе кăтартусем пĕчĕкленсе пыни палăрнă. Çак туртăм кăçалхи 8 уйăхра та вăй илнĕ. Анчах авăн уйăхĕн вĕçĕ çак статистикăна пĕтĕмпех пăсса хунă. Апла пулин те, министр шухăшĕпе, чи пĕлтерĕшли - вăхăтра мерăсем йышăнни. Çавна май хайхи çĕнĕ йышши хутăшпа усă курнипе аптранисен сывлăхне сиплеме май çук сиен пулман. Çакнашкал инкеке маларахах сирсе яма май пулман-им текенсене вара çакна пĕлтерни вырăнлă: медучрежденисенчен пулăшу ыйтнă 186 çынран 6-шне кăна наркотиксемпе туслашнине кура сăнаса тăнă. Ыттисем халĕччен медиксен куçĕ тĕлне пулман.

Çав йышăн 50% - ниçта та ĕçлемен, вĕренмен çамрăксем. «Наркăмăша туянма укçа кирлĕ вĕт-ха - ăçтан тупаççĕ?» - тĕлĕнчĕ М.Игнатьев. Ĕçлемеççĕ тĕк, эппин, ашшĕ-амăшĕ паракан укçана тăкаклаççĕ. Апла тăк хăйсен ывăлĕ-хĕрĕ тĕлĕшпе чи малтан шăпах ашшĕ-амăшĕн тимлĕ пулмалла.

Пакунлисем тытса чарасса кĕтмелле мар. Полици вара лару-тăрăва куçран вĕçертмест. Асăннă пăтăрмах хыççăн психоактивлă хутăшсем сутакан 3, наркотиксен суту-илĕвĕпе аппаланакан 7 çынна тытса чарнă. Наркăмăша Интернет урлă сутакансем хайхи хутăшсемпе наркотиксене клиентсем валли пырса хунă 25 вырăна тупса палăртнă.

Наркомани тыткăнне ытларах çамрăксем лекнине кура ларура вĕренÿ заведенийĕсенче ку енĕпе çине тăрса ĕçлемелли пирки пайăр калаçу пулчĕ. Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов пурнăçлакан тата пурнăçламалли ĕçсемпе паллаштарчĕ. Тепĕр тесен наркоманирен сыхланасси - пĕччен тумалли ĕç мар, пурте пĕрле вăй хуни кирлĕ. Çавна май тĕп хула, Çĕнĕ Шупашкар влаçĕсем те, Культура министерствин представителĕ те сăмах илчĕç - пĕрлехи ĕçре вĕсен тÿпи те курăмлă пулмалла. Авăн уйăхĕн вĕçĕнчи усал пăтăрмах вара çакнашкал пĕртен пĕр тĕслĕх пулса тивĕçлĕ урок вырăнĕнче юлтăр.

 

Рубрика: 
Теги: 

Новости по теме