Чулхулари Акатуй
Кăçал çулла тăван культурăшăн сулмаклă утăмсем чылай пулчĕç. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри Чулхула Акатуйĕ тесе хакламалла. Чăвашсен сакраллă уявне Парижра е Петропавловск-Камчатскийĕнче паллă тунипе тĕлĕнтереймĕн: хамăр ял! Чулхулара Акатуй янраттарни вара - пачах урăх юрă.
Атăл тăрăх кÿршĕллĕ пулин те Чулхула облаçĕпе Чăваш Ен пĕр тăванлăх туйăмĕпе туслашса пурăнаççĕ тесех калаймăн. Вырăс патшалăхĕн чиккинчи лартса хунă карман-хула чĕмĕ паян та кăрал сывлăша ас тăвать. Совет влаçĕ вăхăтĕнче Горький чăвашсемшĕн тĕп хула шутланнă тапхăр та пулнă. 1929 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Атăлçире Чулхула крайĕ туса хунă, унăн тытăмне Чăваш АССРĕ те кĕнĕ. Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чулхулана Горький ят панă хыççăн çак административлă территори историре Горький крайĕ ятпа юлнă. 1936 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче Горький крайне пăрахăçланă. Администраци çиттипе 7 çул пĕрле пĕркенсе ларнă пулин те икĕ халăх хушшинче чикĕлĕх туйăмĕ сĕвĕрĕлеймен.
Чулхула облаçĕнче чăвашсем XX ĕмĕрте çеç никĕсленме тытăннă. Пирĕн диаспора тĕпрен илсен Воротынск районĕнче пурăнать. Шереметьево, Лысая Гора, Казански, Петровски, Сосенки ялсемпе поселоксем никĕсленĕ Чулхула чăвашĕсем. Юлашки çулсенче Воротынск районĕнчи чăвашсем Шакла Ту (Лысая Гора) поселокĕнче «Питрав пуххи» ирттерессине йăлана кĕртрĕç. Питрава паллă тума Чăваш Енри пултарулăх ушкăнĕсем те килме тытăнчĕç. Юрă-ташă янăранисĕр пуçне уявра наци апат-çимĕçĕпе сăйлаççĕ, ал ĕç ăсталăхне кăтартаççĕ, паттăрсем вăй виçеççĕ.
«Питрав пуххи» çапах та урăхларах уяв. Чулхула Акатуйĕ вара - Атăлçири халăхсен пурнăçĕн çĕнĕ çаврăмĕ. Вăл Анат Новгород пурнăç йăли-йĕркине кĕрессе шанас килет. Чулхула уявне халăх элчи пулса ЧНК Президиумĕн членĕ Юлия Анисимова кайса килчĕ. Ăна сăмах.
- Чăваш Наци Конгресĕ ячĕпе Чулхулана каймаллине ЧНК 1-мĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев пĕлтерчĕ. Етĕрнери «Калинка» ансамбльпе тата Канаш районĕнчи пултарулăх ушкăнĕпе Анат Новгорода çитрĕмĕр. «Çавăнта-çавăнта çитрĕмĕр. Ăçта пирĕн рандеву?» - ыйтатпăр телефонпа Чулхула регионĕнчи «Чăваш культура центрĕ» обществăллă организацийĕ председателĕнчен Анатолий Ефимовран, - каласа парать Юлия Елисеевна. - Умри хĕреслĕ урамра сылтăмалла пăрăнăр та - мана куратăр!» - ăнлантарать Анатолий Петрович. Чăнах та, пăрăнтăмăр та - çул хĕрринче чăваш ялавне пĕр урам сулласа тăракан çынна куртăмăр. Çавăн пек кĕтсе илчĕç пире!
Майăн 1-мĕшĕ ячĕллĕ культурăпа кану паркĕнче утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче иртрĕ акатуй. Пуçтарăннисен, иртен-çÿренсен куçне тыкăнлаканнисем чăваш пикисем пулчĕç. Пурте вĕсемпе сăн ÿкерттересшĕн. Хаçат тата телевидени журналисчĕсем те вĕсем тавра явăнса çÿрерĕç. Мускаври телевиденирен те пурччĕ çынсем, - аса илет Юлия Анисимова. - Мана мĕн тĕлĕнтерчĕ? Халăх умĕнче чăваш тумĕ тăхăннă 6 чиперкке. Пăхатăн та вĕсем çине - Чăваш Енĕн хăш тăрăхĕнче çуралса ÿснине тÿрех пĕлетĕн. Тумĕсене хăйсемех хатĕрленĕ вĕсем, кашни вара хăйĕн тăван кĕтесĕн кĕпине çĕленĕ: анатри, тури, хутăшши. Тĕлĕнсе каймалла костюм ансамблĕ пулса тухнă - питĕ хитре. Тумтир ăсти Ольга Шмелева «Чăваш халăх костюмĕ» курав йĕркеленĕ - пуçтарăннисене питĕ килĕшрĕ çав выставка. Алина Артемьевăн хĕр ачи «Пукане» юррине мĕнлерех юрласа пачĕ тата! Кăмăла кайнă тепĕр пулăм - чăваш уявне ытти наци çыннисем хаваспах хутшăнни. Вĕсем те пултарулăх номерĕсемпе çынсене савăнтарчĕç.
Чулхулара Акатуй ирттернинче виçĕ çыннăн тÿпи пысăк. Вĕсем - Анатолий Ефимовпа унăн пулăшаканĕ Петр Яргутов тата Чулхулари чăваш наци культура вырăнти автономийĕн председателĕ Алина Артемьева. Вырăнти автономи йĕркеленни çулталăк ытларах кăна. 2013 çулхи нарăсăн 16-мĕшĕнче учредительнăй пуху иртнĕ, пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче регистрациленнĕ. Çакăн хыççăн пултарулăх ушкăнĕ те çунат сарнă. Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче вара чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе концерт лартса пама та мехел çитернĕ хастарсем. Халăха юрă-кĕвĕпе савăнтаракан «Чулхула пикисене» ытларах «Чулхула чиперукĕсем» тесе калаççĕ. Облаçре иртекен уявсене тухса çÿреççĕ чăваш пикисем, пур çĕрте те вĕсене хапăл туса йышăнаççĕ. Хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсен шучĕ çук. «Çулталăк хушшинче Чулхула пире асăрхарĕ çеç мар, чи çутă наци культурисенчен пĕри тесе палăртрĕ», - тет Алина Артемьева.
Кăçал «Чулхула» пикисем Шупашкар Акатуйне те хутшăнчĕç. Килес çулхи уява вара пысăк концертпах пырас шухăш пур. Хăйсем кĕвĕленĕ-çырнă юрăсем те янăрĕç малашне!
- Чулхула Акатуйĕн кĕтменлĕхĕ - уявра палланă çынсемпе тĕл пулни. Шупашкарта курнă-ха вĕсене, халĕ вара хамăр вĕсен кĕрекинче. Чулхулара тата Чулхула облаçĕнче ăслă-тăнлă ентешсем, пысăк ертÿçĕсем пурри питĕ савăнтарать. Уяв ăнăçлă иртсе кайрĕ. Ăна йĕркелекенсем килес çул çамрăксем валли те ятарлă номерсем хатĕрлеме калаçса татăлчĕç. Чăваш эстрада юррисем те янăрĕç паркра, - уяв стратегийĕн «вăрттăнлăхне» уçса пачĕ Юлия Елисеевна.
Ева ЦИАЛКОВСКАЯ
Комментари хушас