- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 40 (6439) № 13.10.2022
«Урасăр тăрса юлас хăрушлăх пурччĕ»
Операци умĕн урине таттарма хирĕç мар тесе алă пусма тивнĕ.
Муркаш районĕнчи Чемей ялĕнче çуралса ÿснĕ Геннадий Иштонов 2 çула яхăн усал шыçăпа кĕрешет. Тĕп хулара та, Мускавра та сипленнĕ çамрăк сывлăхне тимлесех тăрать. Кун валли уйăхсерен сахал мар укçа кирлĕ. Республикăри чылай çамрăк, уйрăмах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекенсем, Геннадие питĕ лайăх пĕлет. Çак аслă шкулта журналистика факультетĕнче /халĕ вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ/ вĕреннĕ вăхăтра ăна эпĕ те часчасах кураттăм. Манран аслăрах курсра вĕренекен студент хастарлăхĕпе палăратчĕ. Вăл «Студентсен çуркуннине» хутшăнмасăр юлмастчĕ, сценарипе те ĕçлетчĕ. Геннадий диплом илсен те юратнă аслă шкулпа çыхăнăва татман. Халĕ 32 çулти çамрăк — «ЧуГУнОк» педагогика отрячĕн хастарĕ, педагог-йĕркелÿçĕ тивĕçĕсене пурнăçлать. Унсăр пуçне çамрăксен пуçарăвĕсен центрĕнче методистра тăрăшать, хăйĕн пекех хастар çынсене пĕр тĕвве пухать. Геннадий ача-пăчапа та пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Вăл вĕсен уявĕсене /çуралнă кун тата ытти праçник/ илем кÿрет, хăйне евĕр вăйăсем – квестсем — йĕркелет. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
«Мана çапăçу вырăнĕнчен чечен салтакĕ йăтса тухрĕ»
Елчĕк салинчи Михаил Александровичпа Светлана Анатольевна Мышкинсен çемйинче 1987 çулта çуралнă Спартак предприниматель пек ĕçленĕ. Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан, кăçалхи ака уйăхĕнче, вăл контракт çырса çапăçу хирне тухса кайнă. Спартак Мариуполь хулине, «Азовстале» ирĕке кăларма хутшăннă «Ахмат» полкра пулнă. «Ятарлă çар операцийĕ хăвăртрах вĕçлентĕр тесе хамăн ирĕкпе тухса кайрăм. Манăн утăм çак тĕллеве пурнăçлама пулăшакан тÿпе пултăр тесе шутларăм», — тет Спартак.
Футбол командин ячĕпе
Çапăçу хирĕнче амансан Спартак Мышкина медицина отпускне янă, госпитальте сипленсен салтак тăван ялне таврăннă. Унпа калаçас тĕллевпе ун патне шăнкăравларăм. Анчах ăна килте тытма питĕ йывăр иккен. Эпĕ шăнкăравланă чухне Спартак Питĕр хулинчеччĕ. Чăваш каччи сипленнĕ вăхăтра та ахаль лармасть — госпитальте выртакан аманнă салтаксене пулăшма тăрăшать. Спартак шкулта питĕ лайăх ĕлкĕрсе пынă, аттестат илсен Шупашкарти коопераци институтне вĕренме кĕнĕ. Юридици факультетне ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн ăна салтака илнĕ. Вăл Мускаври спецназ отрядне лекнĕ. «Спартак ачаранпах çирĕп кăмăллă ÿсрĕ. Упăшка ывăл 13 çулта чухне çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Ятне ашшĕ суйларĕ. «Спартак» футбол командишĕн хыпса çунатчĕ. Елчĕкре малтан ун пек ятлă пĕртен-пĕр çын кăначчĕ. Çавăнпа хушаматне каламасăрах вăл камне тÿрех пĕлетчĕç. Ашшĕ вилсен арçын ĕçĕсене Спартак пурнăçласа пычĕ. Ун чухнех хăйĕн сăмахне çирĕп тытатчĕ. Пирĕншĕн тĕрек вăл. Пĕчĕк чухнех мана савăнтарма пĕлетчĕ. Пушăн 8-мĕшĕ-и е манăн çуралнă кун-и — «Анне, паян сана манран парне — миçе урок пулать, çавăн чухлĕ «5» илĕп», — тетчĕ. Вăл шантарнă пекех пулатчĕ. Эпĕ çар комиссариатĕнче нумай çул вăй хутăм. Салтака каякан каччăсемпе ĕçлеттĕм. «Хăвăн ачун çара кайма вăхăт çиттĕр-ха. Курăпăр: ярăн-и?» — тетчĕç. «Манăн ывăл хĕсметрен юлмĕ, чи малтан кайĕ», — çапла хуравлаттăм ялан. Спартак салтак ретне тăрсан Мускава ăна курма кайрăм. Унăн командирĕ мана алă тытсах тав турĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Ултă çынна вилĕмрен çăлнă
Вăхăт ĕрĕхнĕ ăйăр пек таçта васкать. Шухăшла-шухăшлах ĕмĕр иртет мар-и? Йĕпреç районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче пурăнакан Галина Ефремова 70 çула çитнĕ пулин те тăпăл-тăпăлах çÿрет. Виçĕ ывăлпа икĕ хĕр ÿстерсе вĕсене çирĕп çунат парнеленĕ Галина Яковлевнăн пурнăç урапи тикĕс шуман.
Шкулта спортсменка пулнă
Вăл çуралсан асламăшĕ: «Ку ача таса юрпа, шартлама хĕлпе çитрĕ. Телей курмах çуралнă. Тьху, ан куçăх! Пирĕштисем юрланине итлесе киленет пулĕ. Çывăрнă чухне тути йăл кулать. Ах, Турă сыхлатăр хĕр пĕрчине», — тенĕ. Галинăн ашшĕпе амăшĕ кашни кун ĕçре пулнă, вĕсен ача пăхса ларма вăхăт пулман. Пĕчĕкскер асламăшĕпе ларнă, пĕртăванĕсемпе тата кÿршĕ ачисемпе пĕрле ÿснĕ. Ялти мучи, Сарри Унтри, çапла каланă тет: «Мăнуксене пĕр витре кĕл лартса паратăп, тепĕр витре — пăрçа, шăрăх кун — каткапа шыв. Те хамăн, те кÿршĕ ачи — каç енне уйăраймастăп». Ачасем туслă пулнă, выляса савăннă, пĕр-пĕрне пÿрнепе тĕллесе «ку — чухăн, ку — пуян» тесе уйăрман. Çулла ачапăча кÿлĕре шыва кĕрсе савăннă. Вырăнти Чăпак хулхи кÿлĕре хĕвел аничченех шăв-шав илтĕнсе тăнă. «Шывра путса вилетĕр пуль. Сехрене ан хăптарăр», — асламăшĕ çапла калани те хăратман шăпăрлана. Кăшт çитĕнерехпе Галина шывра лайăх ишме вĕреннĕ. Каникул вăхăтĕнче вăл хăйĕнпе пĕр çулти хĕрсемпе колхоза ĕçлеме çÿренĕ. 10-ра кăна пулнă-ха вăл — ĕç кунĕсем табеле çырăннă. <...>
Алина АХВЕРИНА.
♦ ♦ ♦
45 градус сивĕре те кÿлепе ăсталанă
Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнă
Алексей Казаков Елчĕк районĕнчи Хăвăлçырма ялĕнче 5 ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ, мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнă. Уйрăмах хăмла плантацийĕнче тăрăшни асĕнче юлнă. 5-6-мĕш классенче чухне çăвĕпех лаша кÿлсе уя çÿренĕ. Алексей лайăх вĕреннĕ, шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ. «Шкул ÿсĕмĕнче купăс выляткалама, гитара калама хăнăхрăм. Физика вĕрентекенĕ Николай Карамаликов пирĕн яла Аслă Елчĕкрен çÿретчĕ. Юрă-кĕвĕ тĕнчипе вăл çывăхлатрĕ. Аслăрах классенче концертсем те йĕркелеме пуçларăмăр. Комсомольски, Елчĕк районĕсем тата Тутарстанри Кайпăç тăрăхĕ туслăх тĕлпулăвĕсем ирттеретчĕç. Çав уявсенче хамăн пултарулăхпа паллаштартăм», — хавхаланса калаçрĕ ентешĕм. Казаковсен çемйинчен И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУран виççĕн вĕренсе тухнă. Алексейăн аппăшĕ Алена технологи факультетĕнче вĕреннĕ вăхăтрах ют чĕлхесен уйрăмĕнче те ăс пухнă. Йăмăкĕ Наталья психологипе педагогика факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Алексей вара «Технологипе предпринимательлĕх тата экономика» специальноçа килĕштернĕ. «Эпир ачасене япалана мĕнле тумаллине, ăна мĕнле сутса тупăш илмеллине вĕрентетпĕр. «Килти экономика» предмет халĕ чылай çĕрте шкул программине кĕрсе пырать. Ачасене укçа-тенке тĕрĕс тыткалама вĕрентни аван, çакă çемье бюджетне йĕркелесе пыма пулăшать, — шухăшне палăртрĕ ачасене робототехникăпа туслашма хăнăхтаракан учитель. — Диплом илсен педуниверситетрах юлтăм, аспирантурăра вĕрентĕм. Педагогика наукисен кандидачĕн диссертацине хÿтĕлерĕм. Студентсене халăх промыслине вĕрентеттĕм, йывăçран, çăмран сувенир ăсталама хăнăхтараттăм. Студентсемпе пĕрле тĕрлĕ конкурса хутшăнаттăмăр». <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Артист пуличчен кирпĕч тума вĕреннĕ
Ялти армана тырă авăртма кайсан пулнă ку. «Наçтаç, хĕрÿ артистка пулать пуль. Куçĕ ялкăшса кăна тăрать», — тенĕ унта ĕçлекен арçын Людмила Нянинăна курсан. Вăл ÿссен, чăн та, артистка пулса тăнă. Людмила Николаевна — РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медале илнĕ.
Учитель полька ташлаттарнă
«Манăн аттепе анне иккĕшĕ те 4 класс çеç вĕреннĕ. Эпĕ аттене курман. Мĕншĕн тесен эпĕ çулталăкра чухне ăна вăрçа илсе кайнă, вăл каялла таврăнман. Анне 4 ачана пĕчченех ура çине тăратнă. Эпĕ — чи кĕçĕнни. Пĕртăвансенчен пурте, мансăр пуçне, аттене курнă. Çывăх çыннăм тыткăна лекнине, ăна тăванла вил тăпринче пытарнине пĕлтĕр çеç пĕлтĕм. Çимелли те, тăхăнмалли те çукчĕ. Мĕнле пĕлнĕ — çапла ĕçленĕ. Вăрмана çырла пуçтарма, тырă вырма çÿренĕ. Пиччесем кĕтÿ кĕтетчĕç. Пире кăшт тырă паратчĕç, çапла шăнăçтарса пурăннă. Ăна арманта авăртса çăкăр пĕçереттĕмĕр. Крахмал та пайтах çинĕ. Ăна пуçтарма тухсан пушмак пылчăкра тăрса юлни сахал мар пулнă. Шкула 1-мĕш класа пир сумкăпа çÿреттĕм, унта крахмалтан хатĕрленĕ пашалу чикеттĕм. Çăкăр йăтса пыракансем пурччĕ. Вĕсемпе хамăн пашалăва улăштараттăм. Çăкăра яланах киле йăтса каяттăм. Яшкана янă пĕчĕк какай татăкне пилĕк пай туса çиеттĕмĕр, кашнине çерçи пуçĕ пысăкăш лекетчĕ. Çапла нушаллă ÿсрĕмĕр. Аслă аппа 30 урлă каçсан чирлесе кайрĕ. Манăн шухăшпа, унăн психики чăтайман. Эпĕ ун чухне институтра вĕренеттĕм ĕнтĕ. Диплом хÿтĕлесе таврăнтăм та аппа Канашри больницăра выртнине пĕлтерчĕç. Ăна инвалидноç пачĕç. Аппана 78 çулччен пăхрăм. Манăн пĕр пичче — летчик, вăл училищĕре Герман Титовпа пĕрле вĕреннĕ. Ун çинчен лайăххине кăна калатчĕ. Ăслă, сăпайлă тетчĕ. Пичче 84-ра Питĕрте вилчĕ. Тепĕр пичче халĕ Мускавра пурăнать. Вăл строительство енĕпе вĕреннĕ, диплом илсен ăна тÿрех Кремльти стройкăна ĕçлеме янă. <...>
Ирина КОШКИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас