Хÿтĕлев чиккисене тунисен ĕç паттăрлăхне халалласа

18 Раштав, 2020

Паян Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăкăн йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

Олег Николаев асăннă çулталăка халалланă мероприятисен ярăмне кăçалхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче уçнине аса илтерчĕ. «Пирĕн тĕллев — кăсăклă, тавра курăма анлăлатакан тата асра юлакан мероприятисем ирттересси. Хÿтĕлев чиккисене тунисен ĕç паттăрлăхне халалласа тăвакан объектсем республикăра пурăнакансене çеç мар, туристсене те илĕртессе шанатпăр», — терĕ вăл.

ЧР культура министрĕ Светлана Каликова ятарлă çулталăка халалланă мероприятисен планне мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Çав çулталăкăн брендбукĕпе логотипне, ĕç паттăрлăхне тунăранпа 80 çитнĕ ятпа медаль хатĕрлес, федераци шайĕнче палăк хăпартас, документ-ÿнер фильмĕ ÿкерес тĕлĕшпе конкурссем пĕлтернĕ терĕ.

ЧР цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Анисимов Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строительствине халалласа тăвакан пĕрлехи информаци ресурсĕ пирки каласа кăтартрĕ. Çак сайт 10 пайран тăрĕ терĕ. Унта ахаль çынсем те окоп чавнă тăванĕсем пирки аса илÿсем, килĕнче упранакан документсене вырнаçтарма пултарнине палăртрĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Комментари хушас