Аудиохаçат. "Яппунсене пысӑк ҫухатусӑр ҫапса аркатрӑмӑр"

"Нихăçан та паянхи кунпа çырлахмалла мар. Яланах çĕнĕ ĕçсем, шухăшсем пулмалла", - тет Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Харитон Петров.
97 çулти ветеран Вăрнар районĕнчи Туçи Çармăс ялĕнче пурăнать.

"Салтакра мĕнле пулассине кам пĕлет? Ир капла та - каç темле. Шăпа пÿрнĕ тĕк - чĕрĕ юлатăн, çук тăк... Кама мĕн çырса панă. Теприне ак винтовка тасатнă чухнех тем пулать. Хăвăн телейÿ çав. Манпа пĕр çултисем, 1923 çулта çуралнисем, пĕри те вăрçăран килмен. Ялта улттăнччĕ эпир".

Валентина Багадеровăн "Хыпар" хаçатра пичетленнĕ "Яппунсене пысӑк ҫухатусӑр ҫапса аркатрӑмӑр" материалне итлеме сĕнетпĕр. 

www.hypar.ru