Çивĕт модăран тухман

9 Çĕртме, 2020

«Вăрăм çивĕт — хĕр илемĕ», — тенĕ ваттисем. «У узбечек сорок косичек», — тесе ытларах çивĕт тума тăрăшаттăмăр ача чухне хĕр туссемпе вылянă май. «Çÿçе усса ан çÿрĕр, çивĕтлĕр», — аса илтеретчĕ асанне тăтăшах. Сапаласа çÿренине кăмăлламастчĕ. Сăмахăма çивĕт çинчен ытахальтен пуçармарăм. «Хыпар» тĕпелĕнче — Эльвира Кузнецова брейдер.
Кам-ха вăл — брейдер? «Braid» акăлчан сăмахĕ çивĕт тенине пĕлтерет. Брейдер — çÿçе ăста çивĕтлекен парикмахер. Паянхи кун вăл питĕ кирлĕ професси шутланать, мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра этемлĕхĕн черчен çурри çÿçе тăтăшах çивĕтлесе капăрлатма тăрăшать.
Эльвира Кузнецова Куславкка районĕнчи Куснарта çуралса ÿснĕ. Тăван ялти шкул хыççăн Шупашкарти 1-мĕш лицейре товароведа, бухгалтера вĕреннĕ. Ун хыççăн пĕр тапхăр çăкăр пĕçерекен 4-мĕш комбинатра ĕçленĕ. Хĕрĕ 1-мĕш класа кайсан парикмахера вĕреннĕ. Вунă çул ытла тĕп хулари парикмахерта вăй хунă. «Эпĕ ачаранпах çÿçпе аппаланма кăмăллатăп. Çÿçе çивĕтлеме хамах хăнăхнăччĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне хĕр тусăмсен çÿçне çивĕтлеттĕм, тĕрлĕ прическа тăваттăм. Çакă маншăн чун киленĕçĕ вырăнĕнчеччĕ. Çавăнпах парикмахера та вĕрентĕм. Брейдер ĕçĕ уйрăмах интереслĕ. Мана çивĕт яланах кăсăклантарнă.
Вăл — чăн-чăн пултарулăх ĕçĕ. Хăш-пĕр çивĕте кăпăшка тумалла. Пĕрисен çÿçĕ çÿхе. Ăна çÿллĕ, хулăн кăтартас тесен хăйне евĕр вăрттăнлăхсемпе усă курмалла. Çивĕт те, прическа пекех, вун-вун йышши пулать. Калăпăр, пĕрне хамăр хушăра «çăрттан хÿри», теприне «пучах» тетпĕр. Çÿçĕн виçĕ, тăватă, пилĕк, ултă пайăркинчен çивĕт тума пулать. Хĕрачасен çÿçне ытларах чухне хăюсемпе илемлетсе çивĕтлетпĕр. Çивĕт модăран нихăçан та тухмĕ. Пĕр-икĕ çул каялла туй, юбилей, шкулти сыв пуллашу каçĕ валли прическа вырăнне йăлт çивĕт тутаратчĕç. Халĕ прическăсене çивĕтпе пуянлататпăр. Калăпăр, пĕр енне çивĕтлетпĕр тĕк, тепĕр енчи çÿçе кăтралататпăр», — ăнлантарчĕ Эльвира Геннадьевна.
Вăл пĕлтернĕ тăрăх, пĕр тапхăр çамрăксем вун-вун çивĕт тутарнă. Кÿршĕре пурăнакан йĕкĕт те çапла çÿренĕ. Çапах пирĕн тăрăхра ку пулăм анлă сарăлман. Узбек хĕр-хĕрарăмĕшĕн вара çакă уйрăмах çывăх. Хуласенче йăла манăçса пырать пулин те ялсенче паянхи кунчченех хĕрсем качча кайиччен хĕрĕх çивĕтпе çÿреççĕ. Венчет çĕрри тăхăннă хыççăн вĕсем икĕ çивĕт тума тытăнаççĕ. Анчах сакăр вунна çитнĕ хĕрарăмсем те хĕрĕх çивĕт тума тытăнаççĕ. Ун чухне хĕрĕх çивĕт — вăрăм ĕмĕр тата хисеплĕ ÿсĕм палли. Малалла вулас…
www.hypar.ru
Роза ВЛАСОВА. Эльвира КУЗНЕЦОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.