Асăмри Кронид Прокопьев

18 Утă, 2014

Хаçатри сăн ÿкерчĕк - пурнăçри пĕр самант, уйрăм çынпа е ушкăнпа пурнăç илемĕпе тата тасалăхĕпе пĕр пĕтĕмленнĕ курăмлă чăнлăх. Кирек мĕнле вулакан та алла хаçат тытсан чăн малтан сăн ÿкерчĕксене пăхать, хак парать. Камсем унта? Клише айне мĕн çырнă? Манăн шухăшăмпа - вулакан хаçатри сăн ÿкерчĕке çыравçăн хайлавĕ пекех чăннăн та тĕрĕссĕн йышăнать.

Сăн ÿкерчĕксем тăвакан ăстапа, Сĕнтĕрвăрринчи "Ленин ялавĕ" /1994 çултанпа "Пирĕн сăмах"/ райхаçат фотокорреспонденчĕпе Кронид Прокопьевпа эпĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулсен вĕçĕнче Пичет çуртĕнче паллашнăччĕ. Сĕнтĕрвăрринчен Шупашкара, тулли автобусра хĕсĕнкелесе тăрса, кун сиктерсе тенĕ пек сăн ÿкерчĕкĕсене типографире клише тутарма килсе çÿреччĕ вăл. Мĕн тери канăçсăр ĕç!

Пурне те килĕшетчĕ вăл, пурте хисеплетчĕç ăна. Коридорсенче васкамасăр утса çÿретчĕ: фотоаппаратпа, пĕчĕк хура сумкăпа. Яка та тап-таса. "Коммунизм ялавĕнче" уйрăмах Георгий Зиньков фотокорреспондент пÿлĕмĕнче вăрах чарăнса тăратчĕ. Унта "Советская Чувашия" хаçатра ĕçлекен паллă фотохудожник Валентин Шемаров пыратчĕ. Канашлатчĕç вара, Кронид Прокопьевич сăн ÿкерчĕкĕсене тĕплĕн пăхса тишкеретчĕç. Ун чухнехи хĕрÿ вăхăтра хăй кăмăлĕпе пĕр килнĕ пурнăç чăнлăхне сăн ÿкерчĕксенче кăтартма пĕтĕм ăсталăхне паратчĕ вăл.

"Фотожурналист объективĕнче - пĕтĕм тĕнче, - тенĕччĕ Кронид Прокопьевич пĕр калаçура. - Эпир куллен куракан, пирĕнпе юнашар пурăнакан çынсем, тÿпе, тăван тавралăх... Çак тĕнче мĕн пур сăрăпа, ытарайми илемпе ялкăшса тăрать. Пурте куратпăр ăна. Ĕçри çын сăн-пичĕ мĕн тери илемлĕ? Çав саманта "тытма" ĕлкĕрмелле. Манăн ĕç çак илеме тупасси, ăна халăха кăтартасси".

Çапла, этем ялан илем енне туртăнать. Илемре - унăн çынлăхĕ, тасалăхĕ, тĕрĕслĕхĕпе вилĕмсĕрлĕхĕ. Утмăлмĕш çулсенче Кронид Прокопьев Андриян Николаев космонавт тата Анатолий Тогаев композиторпа çывăх паллашса туслашнăччĕ. Вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсем нумайччĕ. Пĕр ÿкерчĕкре композитор хăйĕн вĕренекенĕ Оля Рязанцева пĕчĕк пÿрнисемпе пианино тÿмисене пуснă самантра ачашшăн тытнă. Пичĕ-куçĕ канăçсăр. Çамки çинчи юн тымарĕсем туртăнса карăннă. Мĕн чухлĕ шухăш, мĕн тери черченкĕ туйăм... Сăн ÿкерчĕк - "Пĕрремĕш урок" ятлă. Ăна республикăри выставкăра, унтан Мускавра РСФСР Культура министерстви йĕркеленĕ "Россия - родина моя" куравра кăтартнăччĕ. "Пĕрремĕш урок" - Кронид Прокопьевăн ăсталăх тÿпине хăпармалли, ăсталăх шайне ытти ăстаçăсемпе танлаштарса, тĕплĕн пахаласа пăхмалли сăн ÿкерчĕк пулчĕ. "Ăнăçу - тимлĕ фотографшăн лайăх вĕрентекен», - тенĕ Америка фотографĕ, историкĕ тата сăн ÿкерчĕксен критикĕ Джон Жарковский.

Кронид Прокопьев 1939 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Кĕлейкасси Туçара çуралнă. Ашшĕ Мускава хÿтĕлесе паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă. Çемьере вăл аппăшĕпе Райăпа, йăмăкĕпе Любăпа ÿснĕ. Вăкăр, лаша кÿлме ачаран вĕреннĕ. Колхозра ĕçленĕ, элеватора тырă турттарнă. Суха пуç туртнă, унтан плуг тытнă. Йĕкĕрварти вăтам шкултан вĕренсе тухнă.

1951-1954 çулсенче Ташкент çывăхĕнче çар тивĕçĕсене пурнăçланă. Лайăх салтак пулнăшăн ăна çар чаçĕн командирĕ "Смена" фотоаппартпа чысланă. Часах вăл унăн тÿмине çăмăллăн пусса хăйĕн юлташĕсене ÿкерсе илнĕ. Çак самант ырă кун, телейлĕ сехетре пулнă-тăр - Леонид Прокопьев фотоаппарата хăйĕнчен текех хăварман.

Çартан вăл ÿнер шкулне вĕренме кĕрес кăмăлпа таврăннă. Хĕл каçа ялти колхозра ĕçленĕ, фотоаппаратпа ÿкерме хăнăхса çитнĕ, пушă вăхăтра шкул кĕнекисемпе ларнă. Çуркунне Шупашкара килнĕ, аслă шкулсене пăхса çÿренĕ, ÿнер училищине кĕрсе курнă. Çурчĕсене те асăнмалăх ÿкерсе илнĕ. Анчах вĕренме кĕме майсем пулман: килте амăшĕ те сывă мар, укçа-тенкĕпе пулăшакан та çук.

Кронид Прокопьевичпа паллашнă çулах эпир унпа чăваш художникĕсем çинчен калаçса кайнăччĕ. Эпĕ ăна Шупашкара Красноярск крайĕнчен хăнана килнĕ Владимир Мешков художник мана каланă сăмахсене персе ятăм: "Художник маляр цехĕнче ĕçлекен çын мар, вăл шухăшсен цехĕнче вăй хурать», - çирĕплетрĕ Владимир Ильич", - терĕм. Вăл чĕнмерĕ, икĕ-виçĕ эрне редакцире ман пÿлĕме те кĕмерĕ. Вун-вун çул иртсен çеç ăнлантăм: кÿреннĕ иккен. Вырăнсăр сăмах тунă эпĕ...

Алла паспорт илсен 1958 çулта Кронид Прокопьевич Сĕнтĕрвăрринчи ирĕклĕ пушар дружинине ĕçе кĕнĕ. Икĕ çул малярта ĕçленĕ, сăрă шăршине куççуль тухиччен ăша илнĕ. 1960-1963 çулсенче вара Сĕнтĕрвăрринчи пионерсен çуртĕнче фотокружок ертсе пынă. Ку ĕç - чун киленĕçĕ: анлă Атăл çинчи вĕтĕ-вĕтĕ хумсем, улăха каçакан кимĕри лашасем, вăрманти уçланкăсем, çырма-çатраллă Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕ... Ачасене илеме туйма, сăн ÿкерчĕксем тума вĕрентнĕ, хăй те ăсталăхне ÿстернĕ.

Çамрăк ăстаçăна райĕçтăвкомра ĕçлекенсем те асăрханă. Ăна пĕр тăхтаса тăмасăр йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбината чĕнсе илнĕ. Икĕ çултан, 1965 çулта, "Ленин ялавĕ" хаçат редакцийĕнче фотокорреспондентра ĕçлеме пуçланă. 1969 çулта ăна СССР Журналистсен союзне илнĕ.

...Ун чухне район хаçатĕнче пĕр сăн ÿкерчĕк çапса кăларма та пысăк нуша пулнă. Чи малтан пĕр-пĕр яла çитмелле. Кама ÿкересси пирки колхоз председателĕпе е партком секретарĕпе калаçса татăлмалла. Вăл мĕнлерех çын пулни пирки ыйтса пĕлмелле. Кампа пĕрле юнашар ÿкерме юранине те шута илмелле. Вара вĕсене шыраса тупмалла. Ăçта тата мĕнле çи-пуçпа ÿкерчĕк тăвасси пирки те пуç ватмалла. Ялан васкамалла, редакцие хăвăртрах таврăнмалла. Ĕç çыннин чун-чĕрин ырăлăхĕ, ыранхи телейлĕ куна шанни, шалти хевтипе тулаш хитрелĕхĕ - акă Кронид Прокопьевăн сăн ÿкерчĕкĕсен курăмлă пĕлтерĕшĕ.

Хаçата йĕркеллĕ кăларма икĕ-виçĕ е ытларах сăн ÿкерчĕк кирлĕ. Пур çĕре те çитме ĕлкĕрмелле. Транспорт çук тесе нихăçан кутăнлашса ларман вăл. Автобуспа е хăйĕн шанчăклă велосипечĕпе çула тухнă. Район тăрăх çурран та сахал мар çÿренĕ. Малтанхи виçĕ çулта кунне-çĕрне пĕлмесĕр мĕн чухлĕ сăн ÿкерчĕк туман-ши вăл? Районти пĕр мероприяти те вăл хутшăнмасăр иртмен. Уншăн канмалли кун та пулман. Пултарулăх тарĕ юхнă та юхнă...

Пурнăçа ăнланса пурăннă Кронид Прокопьев. Табак туртман, ĕçкĕпе иртĕхмен. Пĕлнĕ: çăкăра - виçе, сăмаха - тытни, укçана шутлани кирлĕ. Сĕнтĕрвăрри хĕрринче пилĕк стеналлă йывăç çурт туса лартнă вăл. Илем шыракан илем тупатех çав. Çĕнĕ Шупашкарта ăнсăртран Клейкассинчи кÿршине, икĕ кил урлă пурăннă çырла пек хитре Зоя Никифоровăна, тĕл пулнă. Пĕрле выляса ÿснĕ, пĕрле вĕреннĕ. Аслă классенче савнă, вăрттăн юратнă та ăна. Вун ултă çул курман - чунсене çунатлантаракан тĕл пулу! Зоя Никифоровна Кузбасри политехника институтĕнчен вĕренсе тухнă, "Химпром" производство пĕрлешĕвĕнче мастерта ĕçленĕ. Вăхăт нумай та иртмест - юратакан чĕресем пĕрлешеççĕ...

Район хаçатĕнчи фотокорреспондент ĕçĕ çăмăл мар. Ÿкерсе килтĕн çеç мар, ăна кăлармалла-çке-ха. Йĕркеллĕ лаборатори те çук, шывне те урамри колонкăран витрепе çĕклемелле. Сăн ÿкерчĕксене тирпейлĕ типĕтмелле. Редактор е яваплă секретарь аллине çитермелле. Çав хушăрах ăçта кăна кĕтмеççĕ ăна? Çамрăксен туйĕнче, ача ятне хунă çĕрте, стадионта, шкулсенче, ача садĕнче. Яланах хулара та, районта та çынна кирлĕ çын пулнă ăстаçă.

Унăн фотокартинисенче - Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи илемлĕ вăрмансем, хитре пейзажсем, тĕрлĕ сăнсем, тĕрлĕ сăрăсем. Çĕр-шыври паллă çынсене халалласа миçе фотоальбом хатĕрлемен-ши Кронид Прокопьевич? "Марпосадкабель" завод çурални", «Районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсем", "Андриян Николаев космонавт летчик", "Атăл илемĕ", "Андрей Эшпай композитор"... Унăн архивĕнче вун-вун километр фотопленка упранать.

Кронид Прокопьев сăн ÿкерчĕкĕсем республикăри хаçат-журналта пичетленсех тăратчĕç. Вĕсене хурланине нихăçан та илтмен.

- Пĕррехинче пире, район хаçачĕсен яваплă секретарĕсене, Йĕпреç районĕн "Çĕнтерÿшĕн" хаçат редакцине ĕçлĕ тĕл пулăва пуçтарнăччĕ, - аса илнĕччĕ "Пирĕн сăмах" хаçатăн яваплă секретарĕ Раиса Захарова-Петрова. - Унта Сĕнтĕрвăрринче тухакан хаçатра сăн ÿкерчĕксене çав тери пысăка хурса хакларĕç. "Курăр-ха, хаçатра пичетленнĕ çынсен сăн-пичĕсене. Вĕсенчен куç илес килмест, çав тери илĕртÿллĕ. Кунта чăнахах та хăйĕн ĕçĕн ăсти ĕçлет", - терĕ Раççей Пичет министерствин тишкерÿçи.

Кронид Прокопьевич С.Журавлев, С.Игнатьев, Б.Иванов, В.Исаев, И.Клочков, В.Романов тата Г.Верблюдов фотожурналистсен ĕçĕсене ырлатчĕ. Тĕрĕссипе, çын çинчен тиркесе калаçмастчĕ вăл. Хăй аслă пĕлÿ илейменшĕн ÿпкелешетчĕ. Зоя Никифоровнăпа виçĕ ывăл пăхса çитĕнтерчĕç. Сад пахчи ÿстерчĕ. Пахча хыçĕнчи пысăк çырмана малалла çурăласран темиçе машина тăпрапа пÿлсе хучĕ. Унта хăй аллипе çĕр-çĕр йывăç лартрĕ. Чăн-чăн çур çанталăк тусĕ! Аслă çĕнтерÿ 30 çул тултарнă ятпа Сергей Лазо урамĕнчи çурчĕ умĕнче те йывăçсем лартса сквер турĕ.

Кампа кăна туслă пулман-ши, кама кăна ырă туман-ши çак ăста? Вăтăр пилĕк çул ытла ĕçлерĕ вăл район хаçатĕнче. Тепĕр чухне хаçат кăларма хут пĕтме пуçласан Кронид Прокопьев тÿрех Чул хулана тухса каятчĕ, пилĕк-ултă рулон турттарса килетчĕ. Пултарнă вĕт! Хăй ĕçрен кайиччен редакцири журналистсене пурне те фотоаппаратпа усă курма вĕрентсе хăварнă. Игорь Васильев, Ирина Никитина тата Раиса Петрова çак ĕçе пĕр уйăхра хăнăхса çитни çинчен савăнса калаçатчĕ. Вăл кайнă хыççăн редакцире фотокорреспондент штатне те пĕтерчĕç.

Кронид Прокопьевич 2003 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Йывăр тăпри çăмăл пултăр. Эпĕ хамăн пĕчĕк хайлавра Кронид Прокопьевăн пултарулăхĕпе ĕç-хĕлне пăхса тухма тĕллев лартман. Унăн пултарулăхĕ тахçанах тĕплĕ тĕпчеве тивĕç. Хальхи фотожурналистсем çинчен те пачах çырмастпăр.Те манатпăр вĕсене, те хисеплеместпĕр. Вĕсем культурăпа искусство çыннисемех-çке. Тата мĕнлерех хастар ĕçченсем.

Герман ЖЕЛТУХИН