Типĕ курăкран — пушар

22 Ака, 2019

ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров ЧР Пуçлăхĕ тунтикунсерен ирттерекен канашлура пушарсемпе çыхăннă лару-тăру пирки сăмах пуçарчĕ.

Çанталăк типĕ тăнине кура сыхлăх пысăк пулмалли каламасăрах паллă. Вутра çынсем вилнĕ тĕслĕхсем пĕлтĕрхинчен те ытларах. Типĕ курăка çунтарни çине-çинех инкек кÿрет. Саккун территорисене курăка çунтарса «тасатма» чарать, анчах хăшĕсем çакăн çине алă сулаççĕ. Республикăра типĕ курăка тивертнĕ май вут-çулăм çурт-хуралтă çине сиксе ÿкнин 9 тĕслĕхне шута илнĕ те ĕнтĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнче харăсах пилĕк дача çунса кайнă.

Михаил Игнатьев умра вăрăм кану кунĕсем пулнине кура халăх шашлыка каясси пирки асăрхаттарчĕ: «Кăçал, тĕрĕссипе, шыв-шур та пулмарĕ, нÿрĕк сахал, çанталăк типĕ», — пушшех сыхă пулмалла.

www.hypar.ru

Комментари хушас