Анатолий ИГНАТЬЕВ: Пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарни халĕ те ырă витĕм кÿрет

17 Чÿк, 2017

«Ĕçчен алă валли яланах ĕç тупăнать», — тенĕ ваттисем. Акă Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнчи Анатолий Игнатьев фермер та мĕн пĕчĕкренех ĕç тĕлне пĕлсе ÿснĕ. Вăл 28 çулта ХФХ йĕркеленĕ: ун чухне, 2008 çулта, хăй пачах урăх тытăмра вăй хунă. Тăрăшуллăскер организацире хăйĕн специальноçĕпе тепĕр 3 çул ĕçленĕ, çав хушăрах хресчен-фермер хуçалăхне те аталантарнă. Пултаруллă çын пур çĕре те ĕлкĕрет çав. Анатолий Игнатьев кăçал «Выльăх ĕрчетекен çемье ферми» программăпа килĕшÿллĕн гранта тивĕçнĕ.

Хресчен çăкăрĕ тăварлă

«2008 çулта 25 гектар çĕрпе ĕçлеме пуçларăм. Пĕчĕккĕн аталанса пытăмăр. Паянхи кун 800 гектар çĕрпе усă куратпăр. Вĕсенчен пысăк пайĕнче малтан нимĕн те акса ÿстермен, çав лаптăксене те çаврăнăша кĕртрĕмĕр. Тулă, урпа тата нумай çул ÿсекен курăксем акатпăр», — каласа кăтартрĕ Анатолий Николаевич.

Вăл техника паркне çулсеренех пуянлатса пырать. Хуçалăхра çĕрпе ĕçлемелли пĕтĕм техника пур — фермер калашле «сухаран пуçласа тухăçа вырса илмелли, кĕртсе хумалли техника таранах». Çак паркра мĕн кирли йăлтах пуррине хамăр та курса ĕнентĕмĕр: МТЗ тата пысăк хăватлă тракторсем, тиев турттармалли машинăсем, погрузчик, бульдозер, çĕре кăпкалатмалли, акмалли агрегатсем… ХФХ пуçлăхĕ тырă пухса кĕртмелли «CLAAS» комбайнпа, ют çĕршывра кăларнă ытти техникăпа хăй çеç ĕçлет.

Фермер пĕлтĕр выльăх апачĕ хатĕрлемешкĕн «CLAAS Roland 240» пресс-подборщик тата сенажа чĕркемелли «MASCAR 2100» агрегат туяннă. Çапла вара ку хуçалăхра сенажа иккĕмĕш çул ĕнтĕ ятарлă чĕркемсенче хатĕрленĕ. Çак меслетпе усă курнăран А.Игнатьевăн хуçалăхĕ ку ĕçе районта чи малтан вĕçлет. «Асăннă агрегата пула ĕç тухăçлăхĕ ÿсет. Вăл рулона 13 çеккунтра «кăларса пăрахать». Сенаж валли çулнă курăка сеткăпа тата ятарлă пленкăпа чĕркет. Симĕс хутăш чĕркемре 2 уйăх йÿçет, лайăх «пиçсе» сенаж пулать. Ĕнесем ăна юратса çиеççĕ», — ăнлантарчĕ фермер. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.