Юрий Попов депутатăн парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăртрĕç
Паян Красноармейскинче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн, Раççей Федерацийĕн спорт мастерĕн Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтакансен республикăри уçă турнирĕ иртрĕ. Кăçалхипе ăна 6-мĕш хут йĕркеленĕ.
Турнира хамăр республикăри çеç мар, ытти регионти спортсменсем те хутшăнчĕç. Вĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, парламент депутачĕ, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдинг президенчĕ Юрий Попов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР ял хуçалăх тата сывлăх сыхлавĕн министрĕсем Сергей Артамонов тата Владимир Викторов, ыттисем саламларĕç, пурне те ăнăçу сунчĕç.
Чи вăйлă атлетсене тĕрлĕ ÿсĕмре тата виçе категорийĕсенче палăртрĕç.
Анна КУЗНЕЦОВА, Шупашкарти педагогика колледжĕн студентки:
- Кире пуканĕн спорчĕпе çулталăк ытла каялла туслашрăм. Пĕлтĕр Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ уçă турнирта иккĕмĕш вырăн йышăнтăм (58 килограмчченхи виçере). Ун чухне эпĕ Патăрьел районĕнчи Чăваш Сăкăт шкулĕнче тăххăрмĕш класра вĕренеттĕм. Кăçал вара çĕнтерÿçĕсем йышне кĕтĕм.
Комментари хушас