«Хам пĕчĕк пулсан та эпĕ – парадра!»

5 Çу, 2017

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче мĕнле уява паллă тунине шкул ÿсĕмĕнчи кăна мар, садике кăна çÿрекен ачасем те пĕлеççě. Шупашкарти ача сачĕсене çÿpeкенсем  Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерÿпе вĕçленнине палăртакан праçнике виççĕмĕш çул ĕнтĕ чăн-чăн салтакла парадра утса кĕтсе илеççĕ.

Кăçал та Çĕнтерÿ кунне халалланă мероприятисенчен чи малтан иртекеннисен йышĕнче Шкул ÿсĕмне çитменнисен тата çамрăк армеецсен парачĕ пулчĕ. Тĕп хулари Хĕрлĕ тÿреме çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче 10 сехет тĕлне садикри аслă ушкăна çÿрекен 2 пине яхăн ачапа тĕп хулари тĕрлĕ шкулта вĕренекен 1000 ытла çамрăк патриот, вĕсене воспитанипе пĕлÿ паракан педагогсемпе офицерсем пухăнчĕç.

Парада Чăваш Республикин çар комиссарĕ Александр Мокрушин ертсе пычĕ. Уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Ирина Клементьева хутшăнчĕç.

Тĕп хулари 111 ача садĕнчен пухăннă ушкăнсем хăйсен илемлĕ тумĕсемпе, вĕтě, анчах çирĕп уттипе сумлă хăнасене те, курма пухăннă ашшĕ-амăшне те илĕртрĕç. Тинĕс пехотин, МЧСăн, тинĕс флочĕн, сывлăш-десант çарĕн, гусарсен отрячĕсем — черетпе утса тухакан ушкăнсем çар тĕрлĕ тĕсне кăтартса пачĕç.

Эльвира КОРОТКОВА, Шупашкарти 141-мĕш ача сачĕн ертÿçи:

- Ачасемпе çак мероприятие пěp yйăх малтан хатĕрленме пуçларăмăр. Чăн та, хатĕрленÿ вăхăтĕнче воспитани саманчĕн витĕмлĕхĕ сисĕнчĕ. Ачасем хăйсене лайăхрах тытма тăрăшни курăнчĕ - вĕсене çак мероприятие хутшăнма суйласа илнĕ-çке. Паллах, республика Пуçлăхĕ хăй вĕсене сăнасси яваплăха туйма хистерĕ-тĕр.

Ашшĕ-амăшĕ те çак мероприяти айккинче юлмарĕ - тавах çакăншăн.

www.hypar.ru

Комментари хушас