Ашшĕн çуртне салатман

15 Юпа, 2016

Аслă ăрури çынсен çирĕплĕхĕнчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. Туяпа утсан та алăран ĕç каймасть вĕсен. 90 çултан каçнă Раиса Головина пахчара çĕр чаватчĕ. «Çанталăкĕ ытармалла мар паян, пÿртре ларас килмерĕ. Ĕçлĕ курăнас килет мар-и, кÿршĕсем те чиперех кăпкалатса параççĕ-ха», — пуçĕнчи калпакне хывса тутăрне тирпейлесе çыхрĕ Раиса Кузьминична. Вăл хăйĕнчен виçĕ çул кĕçĕн йăмăкĕпе Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пурăнать. Пахчара калаçса тăма лайăх мар тесе Раиса аппа пире тÿрех пÿрте илсе кĕчĕ. Тăпăл-тăпăл çуртра тирпейлĕ те хăтлă. Таса урайне хĕр чухне тĕртнĕ палас сарнă, ун çийĕн вăл шап-шурă чăлхапа вĕттĕн-вĕттĕн пускаласа çÿрет. Раиса аппапа Анюта аппан алли çыпăçуллă пулни тÿрех курăнать. Стена çинче хĕр чухнехи хÿхĕм тĕррисем, ал шăллисем çакăнса тăраççĕ. Камăн-тăр пÿртне илем кÿме пултарнă-ха ĕнтĕ вĕсем вăхăтĕнче, çавăншăнах эрешленĕ те-и? Анчах та иккĕшĕ те качча каяс темен. Кÿршисем каланă тăрăх, ялти хитре те сăпайлă хĕрсем патне евчĕ те пĕрре мар килнĕ, анчах та амăшĕ яхăнне те яман-мĕн. Апла-и, капла-и, тен, çывăх çыннине пĕччен хăварас килменнипе çемьеленмен. Ашшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ хыççăн амăшĕ тăватă ачапа тăрса юлнă. Вăрçă пуçлансан хĕрарăм икĕ ывăлне вăрçă хирне ăсатнă. Шел те, Ваççилипе Саньккана текех курайман вĕсем. Çапăçу хирĕнчен киле таврăнайман паттăр салтаксем. Вилни çинчен пĕлтернине пăхмасăрах тăванĕсем кунĕн-çĕрĕн кĕтнĕ вĕсене. Хуçалăхри мĕнпур йывăр ĕç, çав шутрах пÿрт лартасси те, Раисăпа Анюта çине тиеннĕ. Килте арçын алли çуккине кăтартас темен нимле ĕçрен те хăраманскерсем. Вăрман та каснă, пăта та çапнă… Хăйсен иксĕлми вăйне, тăрăшулăхне кура ял çыннисенчен пĕртте катăк пурăнман.

— Мĕнле кăна самана чăтса ирт­тер­мерĕмĕр-ши? Выçлăхне те, вăрçă нушине те пайтах куртăмăр, çапах та аттен çуртне саланма памарăмăр. Çамрăклах Свердловск хулине çар заводне ĕçлеме янăччĕ. Унтан таврăнсанах Мускав облаçне торф кăларма илсе кайрĕç. Хамăр тăрăхри Акчелре çул сартăмăр. Вăрçă кĕрленĕ çулсенче мĕн ĕçленине каласа та пĕтереес çук. Анюта та килте ларман, ăна та çитĕнсе çитичченех Калинин облаçне торф кăларма илсе кайнă. Иксĕмĕр те ĕмĕре тăван колхозра ĕçлесе ирттертĕмĕр. Пĕр хушă бригадир та пулнă эпĕ. Ун чухне вăй тапса тăнă, ватлăх пирки шухăшламан. Ял-йышпа, кÿршĕ-аршăпа питĕ туслă пурăннă эпир, — хăйсен кун-çулĕпе паллаштарчĕ Раиса Кузьминична.

Шел те, Анюта аппан сывлăхĕ хавшакрах. Йывăррăн сывлать ватă. Ури ыратнăран çÿреймест вăл. Вырăнпах выртаканскер самантлăха çеç сăн ÿкерĕнме тăрса ларчĕ. Йăмăкне тахçантанпах аппăшĕ пăхса пурăнать. «Ирхи 7 сехетре сĕт леçме килетĕп. Çав вăхăт тĕлне Раиса аппан сĕтелĕ çинче вĕри яшка пăсланса ларать. Паянхине ыран çимеççĕ, çĕннине пĕçереççĕ вĕсем. Хĕл валли хăяр-помидор, пăрăç, купăста та тăварланă вăл. Çулла пахчине килсе курасчĕ, йăранĕсем çинче пĕр çумкурăк тупаймăн. Çава тытаймасть халь, анчах та картишĕнчи курăка пурпĕрех ÿсме памасть, упаленсе те пулин çăлать. «Хыпар» хаçата кăмăллать, ăна йăмăкне те вуласа парать», — паллаштарать ватăсене пăхса тăракан кÿршĕри Зоя Константиновна.

— Çемье çавăрманшăн ÿкĕн­местĕр-и, Раиса аппа. Халь ачасем, мăнуксем килсе çÿрĕччĕç, — юлашкинчен те пулин ыйтмасăр чăтаймарăм. — Çук пуль, тен, ÿкĕнетпĕр те. Пирĕн шăпана вăрçă хуçрĕ. Кашнин хăйĕн вăхăчĕ. Юрать, иккĕн-ха эпир, пĕччен кичем пулĕччĕ. Анютăпа мĕн ачаран пĕр çăвартан пурăнтăмăр. Вăл мана, эпĕ ăна пăрахман, — чунне уçрĕ Раиса Кузьминична.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.