КОМПЬЮТЕР УМНЕ ЛАРСАН

3 Çурла, 2016

Ашшĕ-амăшĕнчен кашниех ачине компьютер усă кăна кÿтĕр, сывлăхне ан сиенлетĕр тесе ĕмĕтленет. Çак сĕнÿсене шута илни вырăнлă пулĕ.

Ултă çула çитмен ачасен компьютер умĕнче 20 минут кăна ларма юрать. Тата кашни кунах та мар. 7-8 çулсенче — кунне 30-40 минут, 9-11 çулсенче — 1-1,5 сехет. Чи кирли — ачана компьютерпа мĕншĕн нумай вăхăт ĕçлеме юраманнине уçăмлăн ăнлантарни. Вăл куçа мĕнле япăх витĕм кÿни çинчен каласа памалла.

Куç валли гимнастика тума вĕрентмелле. Вăл пĕчĕк ачашăн та ансат, çăмăл. Ăна компьютерпа ĕçлеме пуçличчен 10 минут маларах тата ĕçе вĕçлесен кашнинчех тумалла. Тĕслĕхрен, куçсене çÿлелле-аялалла, сылтăмалла-сулахаялла хускатмалла. Унтан куç улмисене малтан — сехет йĕппи куçнă май, унтан хирĕçле çавăрттармалла. Кашни хăнăхтарăва 6-8-шар хут тумалла.

Компьютер сиенлĕ пайăркасен çăлкуçĕ тесе çирĕплетни паян чăнлăхпа килĕшсе тăмасть. Хальхи çĕнĕ йышши çак хатĕрсене шанчăклă хÿтлĕхпе тивĕçтереççĕ, гигиена йĕркисене кирлĕ пек пăхăнсан вĕсем сывлăха сиен кÿмеççĕ.

Ачашăн вара унпа ĕçлеме вĕренни питĕ усăллă, астуса юлассине, тимлĕхе, логикăпа абстракт шухăшлавне, пÿрнесен хуканулăхне аталантарма пулăшать.

Ашшĕ-амăшĕн çак йĕркесене асра тытсах тăмалла, вĕсене çирĕп пăхăнмалла:

  • компьютера кĕтессе выр­наçтармалла, монитор хыçĕнчен тата айккисенчен тухакан хумсем стена çинелле кайччĕр;
  • кашни кун урай çумалла, тусана нÿрĕ япалапа шăлса илмелле;
  • ĕçе тытăнас умĕн монитор экранне салфеткăпа шăлмалла;
  • ĕç вырăнне тĕрĕс йĕркелемелле — сĕтел хĕрри ачан кăкăрĕпе пĕр шайра пултăр, урисем сулланса ан тăччĕр, тÿрĕ кĕтеслĕхпе хуçлатса пусма вĕсен айне пĕчĕк пукан лартмалла;
  • пуканĕ хыçлă пултăр, çÿллĕшне йĕркелесе тăмалли креслă тата лайăхрах;
  • ача компьютер умне ларсанах кирлĕ вăхăта палăртса таймер ярăр, шăнкăрав янăраса кайсан компьютера сÿнтермелли уншăн саккун пултăр.

3-5 çулсенчи ачапа пĕрле компьютер ярса ÿкерчĕксем пăхăр, вĕсене танлаштарăр, уйрăмлăхсем шырăр, япаласен ушкăнĕсене пĕтĕмлетекен сăмахсем тупăр, шутлама вĕрентĕр, алфавитпа паллаштарăр.

6-9 çулсенчи ачасене компьютер урлă юн чĕлхесене вĕрентме юрать. Энциклопедисене тишкерĕр, графика программисене алла илĕр, ансат презентацисем хатĕрлĕр.

10-14 çулсенчи ачасемпе компьютер пулăшнипе тĕнчери музейсенче экскурсире пулса курма, уйрăм страницăсем йĕркелеме, тус-юлташ патне открыткăсем яма май килет.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.