Конкурса 200 ытла çемье хутшăннă

15 Çĕртме, 2016

Республикăра ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене опекăна илнĕ çемьесен хушшинче "Çемье ăшши" пултарулăх конкурсĕ ирттересси йăлана кĕчĕ — кăçалхипе ăна тăваттăмĕш хут йĕркелерĕç. Ача усракан кил-йышсен ырă тĕслĕхне обществăра сарас, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ пĕрле ĕçленине йăлана кĕртес тĕллевпе пуçарнă конкурса хальхинче пур муниципалитет районĕпе хула округĕ те хастар хутшăннă: 200 ытла çемье тĕрлĕ номинацире хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

Çемьесем хăйсем çинчен видеоролик ÿкернĕ е хăйсен аллипе ăсталанă тĕрре, макрамене, аппликацие, çемçе теттене е çыхнă япалана, ачасен ÿкерчĕкĕсене курава тăратнă. Юрă-ташă енĕпе пултарулăхне кăтартакан та пулнă.

Чи нумай балл пухнисем — çĕнтерÿçĕсем — конкурсăн республика тапхăрне хутшăнĕç. Вăл çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарти "Каскад" суту-илÿпе вăйă центрĕнче иртĕ. Унта çĕнтерекен çемьен Чăваш Ен чысне Мускавра иртекен Пĕтĕм Раççейри ача усрава илнĕ çемьесен ассамблейин конкурсĕнче хÿтĕлемелле пулĕ. Аса илтеретпĕр: пĕлтĕр кунашкал тупăшăва Çĕрпÿ районĕнче пурăнакан Львовсем хутшăнса иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ.

Ирина ИВАНОВА

 

Рубрика: