Шывĕ тарăн, пулли чее...

25 Нарăс, 2016

Шупашкар заливĕнче иртнĕ пулăçсен хĕллехи фестивальне 400 яхăн çын хутшăннă.

Шупашкар хула пуçлăхĕн парнисемшĕн йĕркеленĕ ăмăрту тĕп хулара пиллĕкмĕш хут иртрĕ. Йĕркелÿçĕсем пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш, Мари, Тутар республикисенчен тата Чулхула облаçĕнчен килнĕ пулăçсем тĕп парнешĕн - мини-снегоходшăн - тупăшнă. Икĕ сехете тăсăлнă пĕрремĕш тапхăрта ăмăртса 20 çын финала хутшăнма ирĕк çĕнсе илнĕ. Фестиваль вăхăтĕнче пулăçсем пурĕ 40 килограма яхăн пулă тытнă.

Хĕрÿ тупăшура нумай пулă тытса Алексей Чурбанов çĕнтернĕ. Унăн витринче - 263 грамм пулă. Шупашкар пуçлăхĕ Леонид Черкесов фестивалĕн «тĕп пулăçне» тĕп парнепе чысланă. «Чи çамрăк пулăç» ята икĕ çулти Валерия Андреева тивĕçнĕ. «Ăста пулăç» - 79 çулти Юрий Ижеев. Чи пысăк пулла, 149 грамм таяканскере, Александр Гаврилов тытнă.

Г.ЛУКИЯНОВ.

Рубрика: