ТУМЛАМĂН-ТУМЛАМĂН
Вăрах гайморит аптратсан халăх мелĕсенчен çак рецептсене сĕнме пулать. Сипленнĕ чухне сăмсана эмел тумлатиччен хăвăлĕсене апат тăварĕн шĕвекĕпе /1 стакан ăшă шыва - 0,5 чей кашăкĕ тăвар/ çумалла. Анчах сиплев пулăшмасан тухтăр патне каймах тивет.
Шăланпа
Çивĕч тата вăрах гайморит чухне типĕтнĕ шăлан çырлине кофе арманĕпе вĕтетмелле. 1 пай порошока 10 пай олива çăвне ямалла, вăйсăр çулăм çинче 15 минут пиçĕхтермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла.
Хатĕр çăва кĕленче савăта ямалла, пăкăламалла, тата 5-7 сехет лартмалла. Сулхăн тĕттĕм вырăнта çур çул упрама юрать.
Çăва сăмса шăтăкĕсене кунне 5 хут 2-3-шер тумлам ямалла. Сывлăх лайăхланичченех сипленмелле.
Аптекăра сутакан шăлан çăвĕпе усă курсан та лайăх.
Тăмпа
50 грамм сарă тăма вĕри шыва пластилин пек пулмалăх ярса пăтратмалла. Ăшă тип çăва чиксе кăларнă икĕ марля татăкне сăмсан икĕ енне, гаймора хăвăлĕсем çине хумалла. Марля татăкĕсем çине тăм пашалусене хумалла. Компреса каçхине çывăрма выртас умĕн 1 сехет тытмалла. Курс - 1 уйăх.
Ÿсен-тăранпа
2-шер апат кашăкĕ эмел курăкĕн типĕ чечекне, лаванда чечекне, хаяр утине /шалфей лекарственный/ сар çип утине /зверобой/, эвкалипт çулçине, 1-ер апат кашăкĕ шăши кикенекне /череда трехраздельная/, шур тăрăллă хыт курăка /тысячелистник/ хутăштармалла.
3 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 2 литр шыва ямалла, хупăлчапа витсе пÿлĕм температуринче çур сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кашни 3 сехетре 100-шер миллилитр ĕçмелле.
Гайморита пула пуç вăйлă ыратсан пÿртре ÿсекен цикламен çулçин сĕткенĕ пулăшма пултарать.
Схемăпа сипленмелле: 1 тумлам сĕткене вĕренĕ 1 апат кашăкĕ шывпа хутăштарса кашни сăмса шăтăкне кунне 3 хут 1-ер тумлам ямалла. Виçĕ кунран пĕрре тумлатнă чухне - 3-шер тумлам.
Часах сăмса вăйлă юхма пуçлать, сунасланă чухне хăвăлсенчен пÿрлĕ шĕвек тухать. Вĕрилентерет, тарлаттарать. Кирлĕ пулсан процедурăна темиçе кунран тепре тума юрать.
Асăрханăр! Цикламен сĕткенĕ наркăмăшлă, вăл куçа лекесрен сыхланмалла.
Комментари хушас