«Уçă сывлăш усăллă çав»
Сывă пурнăç йĕркине тĕрĕс тытса пыни, спортпа туслă пулни, уçă сывлăшра нумайрах пулни кашнин кăмăлне çĕклет. Çын мĕн чухлĕ ытларах утать, чупать е вылять – сывлăх çавăн чухлĕ çирĕп пулать, вăй-хал хутшăнать. Ун пек чухне хăвна та аванрах туятăн.
Çак ырă йăла-йĕркене пирĕн шкулта яланах асра тытаççĕ. Çулленех октябрь-ноябрь уйăхĕсенче эпир «Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн!» акци ирттеретпĕр. Çак тапхăрта тĕрлĕ мероприяти йĕркелетпĕр.
Нумаях пулмасть таврара шап-шурă юр выртрĕ. Ачасем çак куна тем пекех кĕтнĕ тейĕн. «Ирхине таврара шап-шурă юр кавир пек выртнине курсанах чунтан савăнтăмăр!» - тесе каласа кăтартрĕç пиллĕкмĕшсем хăйсен класс ертÿçине Светлана Владимировнăна.
Хайхискерсем уроксем хыççăнах класпа «Уçă сывлăш сывлăхшăн усăллă» темăпа калаçу ирттерчĕç. Унтан, пĕрремĕш юр нумай вăхăта пымасть тенине асра тытса, урама васкарĕç. Тĕрлĕ вăйă вылярĕç. «Çăмăл ача çăм тапать» - тесе ахальтен каламан пуль çав ваттисем. Кĕске хушăрах пĕрремĕш юртан тĕлĕнмелле илемлĕ кÿлепе туса та хучĕç.
Чылай вылярĕç пурте пĕрле. Тулли кăмăлпа класа кĕрсе нумайччен аса илсе савăнчĕç.
С. ПЕТРОВА,
социаллă педагог.
Комсомольски районĕ,
Хырай Ĕнел шкулĕ.
СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: туслă класс ялан хаваслă.
Комментари хушас