Çĕнĕ ĕмĕтсем парнелекен кафе
Елчĕк районĕнче хастар та маттур, пуçаруллă та мал ĕмĕтлĕ, умне лартнă тĕллеве чăна çавăрас тесе нимĕнле йывăрлăхран та хăраман хĕрарăмсем пур. Патреккел ялĕнчи Татьяна Теплова шăпах çавсен йышĕнчен. Нумаях пулмасть вăл хăйĕн çутă ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ: Елчĕкре «Мечта» кафе уçнă.
Тĕрĕссипе, малтан та кафе тытса тăнă-ха вăл, пысăках мар лавкка та пулнă. Çав çурта тара илнĕ Татьяна Николаевна, аренда укçине пĕрмай ÿстерсе пынăран урăх вырăн шырама пуçланă. Хăйне килĕшекеннине - пурăнмалли çуртсенчен аяккарах вырнаçнине, тĕрлĕ уява паллă тунă чухне никама та кансĕрлес мар тесе - тупас ĕмĕтпе район центрĕпе темиçе хут та çаврăнса тухнă. «Сельхозтехника» çуртне туянма сĕнсен килĕшнĕ: çул хĕрринчех вырнаçнă вăл, машинăпа кĕме-тухма та меллĕ. Татьяна Николаевна автомобильпе 16 çул çÿрет, çавна май çак самантсем водительсемшĕн мĕн тери пĕлтерĕшлине лайăх пĕлет. Чăн та, асăннă çурта аукцион урлă туянсан савăнăç туйăмĕ кăшт тĕксĕмленнĕ: чылай вăхăт хуçасăр ларнăскер юхăнма пуçланă-çке. «1-мĕш хута кĕме те хăрушăччĕ. Ăна иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен вĕçĕнченпе пĕрре те юсаман иккен», - аса илет предприниматель. Йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхнăскер ĕçе пуçăннă: кирлĕ мар япаласене турттарса тухнă, çурта тĕпрен юсама пикеннĕ, ăна газпа хутса ăшăтмалла тунă... 676 тăваткал метрлă çуртăн пĕрремĕш хутĕнче çур çултан «Мечта» кафе уçнă. Иккĕмĕш хутра кĕçех юсав ĕçĕсем вĕçленмелле. Унти лаптăксене тара пама йышăннă. Юсавра чи пахалăхлă стройматериалсемпе çеç усă курнă. Тен, çакна пулах-тăр кунти лаптăксенчен чылайăшне арендăна илес тĕллевпе йышăннă. Пĕринче улма-çырла курттăмăн сутма пуçланă та ĕнтĕ.
«Мечта» кафе Çĕнĕ çул умĕн ĕçлеме тытăннă. 2014 çула пĕр ведомство ĕçченĕсем шăпах çакăнта кĕтсе илнĕ. Раштав типпи тухсан кафене савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Çав мероприятире район ертÿлĕхĕ Татьяна Тепловăна чăтăмлăхĕшĕн, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçнăшăн чĕререн тав тунă. Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакансем те савăннă: 130 вырăнлăх кафере туй, юбилей, корпоратив, ытти уява ирттерме меллĕ-çке. Маларах вара çамрăк мăшăрсем тăванĕ йышлăран вĕсене кĕрекене кÿршĕ районсенчи заведенисенче пухни те пулкаланă. Т.Теплова каланă тăрăх - «Мечтана» уçнăранпа кунта кашни эрне кунпа шăмат кун уяв иртет: туй кĕрлет, çуралнă кун /юбилей/ паллă тăваççĕ е чылай çул пĕрле пурăнакансене кĕмĕл, ылтăн... туйпа саламлаççĕ.
«Аслă типĕ вăхăчĕ пуçланчĕ те - кафере пысăк ĕçкĕ-çикĕ йĕркелес текен йышлă пулмĕ. Çавăнпа çак тапхăрта «Вечер 80-ых» йышши мероприятисем, çамрăксем валли дискотекăсем ирттерме йышăнтăмăр: артистсене чĕнсех, маларах билет сутсах», - тĕллевĕсемпе паллаштарать Татьяна Николаевна. Малашлăх планĕсем чăнласах та пысăк предпринимателĕн. Çынсем ыйтнăран уйрăм пÿлĕмсем тăвасшăн: кăнтăрла апатланма килекен йышлă кунта, чылайăшĕн ĕçлĕ калаçусене ыттисем илтмелле мар сÿтсе явас килет. Вăхăт иртнĕçемĕн кафере пицца, суши туса сутасшăн, тĕрлĕ коктейль сĕнме тытăнасшăн. «Пирĕн территори пысăк, çавна май кунта кăмака тăвас, унта капăртма, шÿрпе пĕçерес кăмăл пур. Тен, эрнере пĕр кун çак çимĕçсене хатĕрлемелли кун тесе йышăнăпăр», - калаçăва тăсать чăтăмлăхпа уйрăлса тăракан хĕрарăм. Пуçланă ĕçе яланах вĕçне çитерме хăнăхнă вăл, пилĕк хĕрне те çапла вĕрентнĕ. Чи кĕçĕнни Эвелина амăшĕпе пĕрле ĕçлет. Пĕр-пĕрне пулăшса та хавхалантарса пыраççĕ вĕсем, кăсăклă шухăш çуралсан ăна пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Çавăнпах туртăнать те халăх «Мечта» кафене: унта тутлă апат çинипе пĕрлех мĕн те пулин çĕннине те курма-тутанма пулать.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
Комментари хушас