Çул çинче - вăрçăри пек
Çак вăрçăра пĕри те парăнасшăн мар: водительсем çуран çÿрекенсене тапăнаççĕ, çуран çÿрекенсем руль умĕнчи çынсене ылханаççĕ. Ятлаçаççĕ-харкашаççĕ кăна мар, тепĕр чух тытăçсах каяççĕ.
Нумаях пулмасть Шăмăршă районĕнчи Тăрăн ялĕнчен хыпар çитнĕ хыççăн полицин вырăнти пайне кăна мар, Патăрьелĕнчи йĕркелĕх хуралçисене, ЧР ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн сотрудникĕсене те тревогăпа çĕклеме тивнĕ. Васкавлă медпулăшу машинипе больницăна илсе килнĕ çын пĕлтернĕ тăрăх - ашшĕ-амăшĕн килĕ патĕнче ăна палламан çынсем тапăннă, пĕр шелсĕр хĕненĕ, укçине çаратнă иккен. Хăй вăл Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать, унăн машина сутнăшăн илнĕ укçи, кĕсье телфонĕ тата мăйĕнчи ылтăн вăчăри çухалнă имĕш. Ăна пулăшма васканă пиччĕшĕ те патак çинĕ...
Анчах ĕç-пуçа тĕпченĕ май оперативниксен хăш-пĕр самант тĕлĕшпе иккĕленÿ çуралнă. Малтан машинăна хуçи эрне каяллах сутни палăрнă. Тĕрĕссипе, сутман та - пĕлĕшĕн автомобилĕпе улăштарнă. Унтан полицие хайхискерĕн тăванĕсем шăнкăравланă - «вăрланă» телефона килĕнче тупнă-мĕн. Çийĕнчен «сĕмсĕр хурахсем» те /вĕсен йĕрĕ çине сыщиксем часах ÿкнĕ/ пĕр саслăн тенĕ пек çирĕплетнĕ: арçынна кăшт хăлха чикки панă кăна - унăн укçи-пурлăхне тĕкĕнмен.
Вĕсем - Шăмăршăсем. Çав çамрăксене ял çыннисем курса юлнă автомашина тăрăх тупнă. Виççĕшĕн пирки те питех те йĕркеллĕ çынсем тееймĕн, иккĕшĕ маларах судпа та айăпланнă, анчах çĕрлехи пăтăрмаха шăпах вĕсем сăлтавлани иккĕленÿллĕ. Хăйсем ăнлантарнă тăрăх - ÿсĕр арçын çул варрипе утса пынă. Автомобиль çывхарса пыни ним те мар тейĕн - пăрăнас шухăшĕ çук. Водительпе пассажир çакăн пирки кăмăлсăрлансан ÿсĕрскер вĕсене виç сас паллирен тăракан паллă «адреспа» ăсатнă. Тытăçу çакăнтан пуçланнă.
Полицин Патăрьелĕнчи пайĕн пуçлăхĕ Андрей Фомин каланă тăрăх - ĕç-пуçа уçăмлатма тивет-ха. Тĕрĕслев материалĕсем пур, тен, уголовлă ĕç пуçарма та лекĕ. Анчах - Çĕнĕ Шупашкар çынни ыйтнă пек «çарату» е «хурахла тапăну» статьяпа мар. Çынна хĕненĕшĕн явап тытма тивет пуль. Шар курнăскер вара хăйне кÿрентернисене тавăрас шутпа çирĕпрех явап тыттарас тенĕ-тĕр - çавăнпа укçипе пурлăхне çаратни пирки суйнă пулас. Вăл полици ĕç-пуçа çаплах тĕплĕн тĕпчессе кĕтмен ĕнтĕ...
Çул çинчи çакнашкал тепĕр хирĕçÿ вара перкелешÿпе вĕçленнĕччĕ. Вăл Шупашкарта пĕлтĕрхи кĕркунне пулнăччĕ. Хĕрĕнкĕ çамрăксем тротуар çинче тăман, çула пÿлсе хунă. Эрех ĕçсе хăюланнăскерсем кампа та пулин хирĕçме сăлтав шыранă ахăр. Çăмăл машина иртсе каяйман та - унăн водителĕпе пассажирĕ кусене асăрхаттарнă. Сăмах çине сăмах, анчах тăватă çамрăк çул çинчен пăрăнас темен.
Машинăри пассажир тарăхса кайнă, пневматика пистолечĕ кăларнă та каччăсенчен пĕрне уринчен пенĕ. Патăрьел çыннишĕн çак пăтăрмах хурлăхлă вĕçленме пултаратчĕ, анчах право хуралĕн органĕсен ĕçченĕсем ĕç-пуçа уçăмлатма пултарнă. Полицин 1-мĕш пайĕнче тĕрĕслев ирттернĕ те ВАЗăн çамрăк пассажирĕ, нумаях пулмасть çеç çартан таврăннăскер, тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарма хирĕçленĕ. Дознавательсем вăл çынна хÿтĕленсе пенĕ тесе йышăннă.
Юрать-ха, мишень пулса тăнă çамрăк йывăр суранланман. Стрелок вара çак пăтăрмах хыççăн текех хĕç-пăшалпа çÿрес мар тенĕ: илĕр, тем курса тăрас пур... Чăнах та, пирĕн çулсем çинчи хирĕçÿсенче тем те пулма пултарать.
Ольга ПАВЛОВА
Комментари хушас