Николай Федоров сенатор пулма пултарать

19 Çу, 2015

Майăн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕнче Чăваш Республикинчен сенатор пулма ЧР экс-президентне Николай Федорова сĕнессине пĕлтернĕ.

Федераци Канашĕнче кашни регионтанах икĕ сенатор: пĕри - Патшалăх Канашĕнчен, тепри - ĕç тăвакан влаç органĕнчен.

«Вăйра тăракан саккунпа килĕшÿллĕн Тĕп суйлав комиссине республика Пуçлăхне суйлама сĕнекен кандидата регистрацилемешкĕн документсем тăратнă чухне эпĕ Николай Федорова Федераци Канашĕнче Чăваш Республикинчен ĕç тăвакан влаç енчен сенатор пулма сĕнесшĕн. Республикăна вăл лайăх пĕлет. Эпир мĕнле тĕллевсем палăртнине пĕлет. Федоров Чăваш Ен аталанăвĕшĕн ăнăçлă ĕçлессе шанатăп», - палăртнă республика Пуçлăхĕ.

 

А.ВАСИЛЬЕВА.