Новости по теме

1 Ака, 2015

Хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ

Кăçал лартнă-акнă лаптăксем 565 пин гектар йышăнмалла. Çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 49,7, çĕрулми - 6,4, пахчаçимĕç - 8, ытти культура 43 процент.

Кĕрхисене пĕлтĕр 89 548 гектар акса хăварнă. Чылай районта вĕсене апатлантарма тухнă ĕнтĕ. Мартăн 30-мĕшĕ тĕлне 3 537 гектар çинче минерал удобренийĕпе апатлантарнă. Комсомольски, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Йĕпреç тăрăхĕсенче уйрăмах лайăх ĕçлени палăрать. Нумай çул ÿсекен курăксене те 1285 гектар çинче минерал удобренийĕ хывнă. Шупашкар, Çĕрпÿ енче кун пек лаптăксем самай.

1 Ака, 2015

Пулăшупа хăвăрт аталанмалла

Канаш хулинчи социаллă пурнăç тытăмĕ çывăх вăхăтра палăрмаллах улшăнмалла. Кунти экономикăна тĕрлĕ шайри бюджетран 638 млн тенкĕ укçа пырса кĕмелле. 2020 çулччен вара пĕтĕмĕшле инвестицисен калăпăшĕ 3 млрд тенкĕрен иртмелле. Çакă халăха 2 пине яхăн ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме май панине палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев монохуласене аталантаракан фонд ертÿçипе Дмитрий Скривановпа тĕл пулнă май. Тĕлпулăва Чăваш Енĕн премьер-министрĕ Иван Моторин та хутшăннă.

1 Ака, 2015

Хушма укçа - спорт объекчĕсем валли

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - Раççей правительствин йышăнăвĕпе пирĕн республикăна 357,7 млн тенкĕ хушма укçа уйăрнă. Вăл физкультурăпа спорт объекчĕсем çĕклеме тата вĕсене çĕнетме каять.

Кĕтнĕ укçа сумми республикăна çитнĕ. Унпа Пăр керменне ?7000 çын вырнаçмалăх%, маунтинбайк центрне ?икĕ бассейнлă% тума, Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ ача-пăча спорт шкулĕн хĕллехи спорт енĕсен центрне тата "Олимпийский" стадиона тĕпрен юсама, Канашра футбол вылямалли площадкăна, Шупашкарта физкультурăпа спорт комплексне хута яма усă кураççĕ.

1 Ака, 2015

Йĕркесĕрлĕх коррупцирен пуçлансан

"Коррупципе çыхăннă ыйтусем ытларах муниципалитет харпăрлăхĕнче шутланакан пурлăхпа, çĕр лаптăкĕпе усă курнă чухне сиксе тухаççĕ. Ку тĕлĕшпе йĕрке тăвас тесе юлашки çулсенче нумай ĕçлерĕмĕр. Çакна кура пирĕн опытпа паллашма халĕ ытти регионсенчен те килеççĕ. Вырăнти администраци ертÿçисен учет тата тĕрĕслев ĕçне çирĕп йĕркелемелле, муниципалитетра вăй хуракансен вара хăйсене тÿрремĕн пырса тивекен ĕçшĕн яланах яваплă пулмалла", - палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев коррупцие хирĕç кĕрешекен координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕнче.

1 Ака, 2015

Экзамен хыççăн - Германие

Çĕрпÿри аграри технологийĕн техникумĕнче вĕренекенсем нумаях пулмасть тĕрлĕ категориллĕ тракторист-машинист удостоверенине алла илнĕ. Унччен маларах çул çинче ялхуçалăх техникипе çÿреме пĕлнине экзаменра кăтартнă. 14 студент хăйсене панă заданисене ăнăçлă пурнăçланă. Иртнĕ эрнере вĕсенчен 8-ăшĕ Германие тухса кайнă. Производствăпа çыхăннă практика вĕсемшĕн çак çĕршывра иртет.

1 Ака, 2015

Юнĕ - вĕри, чунĕ - çемçе

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче çырнă «Константин Иванов» пьесине сцена çине кăларчĕ. Малтанах вăл халăх умне çак ятпа тухнă, иккĕмĕш хутĕнче вара - «Тăвăл хыççăн тăвăл».

1 Ака, 2015

"Сывлăх", 12 /828/ №, 01. 04. 2015

о Эмел шур курăкĕ паха витĕм кÿрет.
о Кăкăр çине - тăварлă минтер.
о Шăл ыратсан хĕрлĕ кăшман пулăшать.
о Сыпă чирлесен пурăпа кефир сиплеççĕ.
о Çуркунне хăй çинчен аса илтерет.
о Телейлĕ пурнăç вăрттăнлăхĕсем.
о Ывăннине ирттерекен массаж.
о Водород перекиçĕпе усă курса.
о Ашшĕ-амăшĕ валли - "Маттурскерĕм манăн" ятарлă кăларăм.
о Психолог кĕтесĕ: "Кун пек тума юрамасть!"
о Диатезран - çĕрулми.
о Чи лайăх атте.
о Алă та япăхать.
о Çăпан тапăнма пăрахтăр.
о Радикулит нушинчен.
31 Пуш, 2015

Программăсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ

Март уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин коллегийĕн ларăвĕ иртрĕ. Асăннă мероприятие унăн членĕсемпе пĕрле структура подразделенийĕсен пуçлăхĕсем, район-хулари ĕçпе тивĕçтерекен центрсен директорĕсем, «Аспект» вĕренÿпе методика центрĕ» АУ ертÿçи хутшăнчĕç.

Ларăва ведомство ертÿçи Сергей Викторов уçрĕ. Вăл Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» патшалăх программине иртнĕ çул пурнăçланин кăтартăвĕсемпе тата республикăри ĕç рынокĕнчи кăткăслăха чакармашкăн 2015 çулта йышăнакан мерăсемпе паллаштарчĕ.

31 Пуш, 2015

Паллă режиссер сăнĕ - почта конверчĕ çинче

Чăвашсен паллă режиссерĕ тата драматургĕ Леонид Родионов çуралнăранпа нумаях пулмасть 100 çул çитрĕ. Çавна май "Марка" издательство центрĕ, Раççей почтин Чăваш Енри филиалĕ сĕннипе, Леонид Родионовăн сăнÿкерчĕкĕпе конверт кăларнă. Тиражĕ - 500 пин экземпляр. Пĕр пайĕ республикăри почта уйрăмĕсене çитнĕ те ĕнтĕ, ыттисем тĕнче тăрăх саланĕç, ентешĕмĕр çинчен тĕрлĕ халăх çыннине пĕлтерĕç.

Pages