Новости по теме

16 Ака, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 14-15 (6055-6056) № 16.04.2015

Чăваш Республикипе Беларуç хушшинчи тавар çаврăнăшĕ икĕ хут ÿсĕ. 2 стр.

Преступлени пулни çинчен пĕлтернисене укçан хавхалантарма тытăннă. 3 стр.

22 çулти каччă 43-ри арçын çинче ун чунĕ тухичченех ташланă, сикнĕ. 4 стр.

Ачасăр мăшăрсен 40 про-ценчĕн арçын айăпне пула çемьере йыш хушăнмасть. 5 стр.

Оперăпа балет театрĕ кĕнеке илсе пынисене "Сарпике" спектакле тÿлевсĕрех кăтартĕ. 6 стр.

Окоп чавнă чухне ăшăнас тесе хăшĕ-пĕри кăвар çинче тăпăртатнă. 8 стр.

"Сапер кĕреçине те, гитарăна та кăçалчченех килте упрарăм..." 9 стр.

16 Ака, 2015

Маттур Ольга

Олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен В.Ярды ячĕллĕ 7-мĕш спорт шкулĕнче вĕренекен Ольга Терентьева та Чăваш Ене ылтăн медальпе таврăннă.

Чăваш спортсменĕ Краснодар крайĕнче велоспорт-маунтинбайк енĕпе иртнĕ Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕнче хĕрарăмсен ушкăнĕнче 2,8 километра парăнтарса РФ спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Ольга 11.47,318 кăтартупа ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Бронза медале вара Олеся Крылова юниорка тивĕçнĕ. Чăваш каччи Александр Федотов та ăнăçлă тупăшнă. Вăл пьедесталтан пĕр утăмра юлнă.

16 Ака, 2015

Виçĕ “ылтăна” тивĕçнĕ

Нумаях пулмасть Лос-Анджелесра ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе тĕнче кубокĕ иртнĕ. Унта Раççейĕн пĕрлештернĕ команди тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Вĕсем азербайджансене выляса янă. Çĕнтерÿçĕсем Иран спортсменĕсем пулса тăнă.

16 Ака, 2015

Тилĕ, йăвача, Буратино...

Кунсăр пуçне Шупашкарти А.Г.Николаев ячĕллĕ паркра Шарик йытă та пурăнма пуçлĕ. Çапла, парк çуллахи сезона хатĕрленет.

Çулла Шупашкар çыннисемпе хăнисене чылай мероприяти, парне кĕтет. Ача-пăча паркĕ юмахри сăнарсене вырнаçтарма палăртнă. Арт-объектсене туянмашкăн Шупашкар бюджетĕнчен 75 пин тенкĕ уйăрмалла. «Тилĕпе йăвача», «Буратино», «Шарик йытă» 1,5 метр çÿллĕш пулĕç. Вĕсене Ростов облаçĕнчен кÿрсе килĕç.

 

16 Ака, 2015

Чукун çул çинче

Апрель уйăхĕн 9-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ЧР конкурентлă политикăпа тариф енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова хулаçум чукун çулĕпе çÿремелли билет хакĕ ÿсесси пирки пĕлтернĕ.

Унччен кашни 10 километршăн 24 тенкĕ пулнă тăк 2015 çулта ку 27 тенкĕпе танлашĕ. Тариф Чăваш Енри 2014 çулхи инфляципе килĕшÿллĕн 10,9 процент хăпарать.

16 Ака, 2015

Чунĕ тухичченех... сикнĕ

Çĕрпÿ следователĕсем Тутар Республикинчи Зеленодольск районĕнчи Айша ялĕнче пурăнакан 22 çулти каччăпа кил-çуртсăр 44-ри арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе вĕçне тухнă. Вĕсене малтанах калаçса татăлса çынна тискеррĕн вĕлернĕшĕн пуçран шăлмĕç.

16 Ака, 2015

Тухтăр вилнĕ - больницăрах

Апрель уйăхĕн 7-мĕшĕнче ирхине Муркаш районĕн тĕп больницинче хăйĕн ĕç пÿлĕмĕнчех 26 çулти тухтăр виллине тупнă. Асăннă тĕслĕх тĕлĕшпе тивĕçлĕ органсем следствичченхи тĕрĕслев пуçарнă.

Pages