Новости по теме

20 Ака, 2015

Чутай хĕрĕ, эс илемлĕ, Чутай тумĕ тăхăнсан...

Хĕрлĕ Чутайри культура çуртĕнче «Чутай Нарспийĕ – 2015» конкурс иртрĕ. Унта ку тăрăхри чи маттур та пултаруллă, çепĕç те сăпайлă, ĕçчен те илемлĕ хĕрсем хутшăнчĕç. Конкурсăн тĕллевĕ - чăваш халăхĕн культурипе йăли-йĕркине упраса халăх хушшинче анлăрах сарасси, çамрăксене тăван чĕлхе, юрă-кĕвĕ илемне туйма, хаклама хăнăхтарасси, пултаруллисене палăртасси, вĕсене хавхалантарасси.

Тупăшăва Кивĕ Атикасси, Мăн Этмен, Тралькасси, Хусанушкăнь тата Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕсенчи хĕрсем тупăшăва тухрĕç.

20 Ака, 2015

«Капкăн» журналăн кăçалхи 7-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

Хуплашкан 1-мĕш страницине А. Плехановăн «Куракăн чаплă концерчĕ» карикатурипе илемлетнĕ. Иккĕмĕш страницăра «Акă манăн процентсем» ÿкерчĕк çапăннă.

"Саккун сакки" рубрикăра суд материалĕсем пур. «Пулать вĕт» рубрикăра Г.Федотовăн "Тĕлпулу мар - реклама" кулăшла калавĕ вулакана кăсăклă пуласса шанатпăр.

"Кулма пĕлекен ватăлмасть", "Çар çыннисем те шÿтлеççĕ", "Пултаракансемпе култаракансем" рубрикăсенче интереслĕ материалсем чылай.

Çавăн пекех журналта А. Савельев-Сасăн "Мускав сутти" калавне вырăн панă. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

20 Ака, 2015

Аслă çав çулсене пуç таятпăр...

Нина Сагайдак, Валя Котик, Павлик Морозов, Зина Портнова, Олег Кошевой, Зоя Космодемьянская... Вĕсен ячĕсем нихăçан та манăçас çук. Паттăрсем пирки çырнă кĕнекесене шкул ачисем юратса вулаççĕ. Вулаççĕ кăна мар, вĕсем пирки хайланă сăвă-калава пăхмасăр та вĕренеççĕ.

20 Ака, 2015

Халăхсен туслăхĕ - кĕнеке урлă

Республикăра регионсен хушшинчи наци кĕнекин фестивальне ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал вăл 13-мĕш хутчен иртет, "Кĕнеке урлă - халăхсен туслăхĕ патне" ятпа. Шупашкарта, Улатăрта, Чĕмпĕрте, Элĕк, Вăрнар, Пăрачкав тата Муркаш районĕсенче фестиваль мероприятийĕсем ака уйăхĕн 25-мĕшĕчченех пырĕç. Чăваш наци библиотекинче çак кунсенче çыравçăсемпе тĕлпулусем йĕркелеççĕ, Итали кĕнекин, китай поэзийĕн, экологипе тата наукăпа, православипе çыхăннă литература кунĕсене ирттереççĕ.

17 Ака, 2015

Владимир ПУТИН: «Пирĕн ахаль çын мĕнле пурăннине туймалла»

Раççей Президенчĕ ирттернĕ «Тÿрĕ лини» валли пĕтĕмпе виçĕ миллиона яхăн ыйту йышăннă. Владимир Путин 3 сехет те 57 минута тăсăлнă тÿрĕ эфирта ĕнер 74 ыйтăва хуравлама ĕлкĕрчĕ, Раççейĕн тулашри тата шалти политикинчен пуçласа çĕршыв ертÿçине хăйне тÿрремĕнех пырса тивекенни таранах. «Хыпар» анлă калаçăвăн пĕлтерĕшлĕ сыпăкĕсемпе кĕскен паллаштарать.

Pages