Новости по теме

5 Çу, 2015

Ăсталăх ăмăртура туптанать

Май уявĕсем çывхарнă тапхăрта республикăри педагогсен пĕрлĕхĕн хавасланмалли хăйне уйрăм сăлтав пулчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх вĕренÿ çулĕ вĕçлениччен кăçалхи чи лайăх вĕрентекене, воспитателе, класс ертÿçине, социаллă педагога, психолог-педагога палăртса чысларĕç.

5 Çу, 2015

Каç пулттипе - архива

ЧР Патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕн ĕçченĕсем Пĕтĕм Раççейри «Архиври каç» акцие хутшăнчĕç. Çак самант валли Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă ятарлă программа хатĕрленĕ.

Архив ĕçченĕсем хăнасене çар тумĕпе кĕтсе илчĕç, пурне те Георгий хăйăвне пачĕç. Хула çыннисем фильмсем упранакан республикăри пĕртен пĕр пысăк хранилищĕпе паллашрĕç. Архив директорĕн заместителĕ Татьяна Куликова учрежденин иторийĕ çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

5 Çу, 2015

«Кантăр ăстин» ĕмĕчĕ татăлнă

Чăваш Енри пĕр агрофирмăра ĕçлекен менеджер, ялхуçалăх продукцине сутас тĕлĕшпе пуян опыт пухнăскер, наркотиклă ÿсентăран çитĕнтернĕшĕн хăйне пуçран шăлас çуккине, паллах, аван пĕлнĕ. Çакă та ăна усал ĕç-хĕлпе çыхланасран чарайман.

5 Çу, 2015

Укçа пухнă та - çухалнă

Республика прокуратури ирттернĕ тĕрĕслев, надзор мероприятийĕсен кăтартăвĕсем тăрăх потребительсен «ТрастКапитал» кредит кооперативĕн ертÿçисем тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсем Чăваш Енре пурăнакан 100 ытла çынна шăнман пăр çине лартса хăварнă.

Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх - кооперативăн «финанс пирамидин» принципĕпе йĕркеленĕ ĕçĕ 2014 çул вĕçĕнче путланнă. «ТрастКапитал» ертÿçисем хăйсен ĕçне саккунлă пек кăтартса нумай çынна улталанă. Вĕсенчен пĕтĕмпе 20 млн тенкĕ ытла пухнă та - çухалнă.

Уголовлă ĕçе тĕпчессине республика прокуратури тĕрĕслесе тăрать.

5 Çу, 2015

Тĕрмере ăс кĕрĕ-ши?

Шупашкар районĕн сучĕ УФСИНăн 6-мĕш колонийĕн администрацийĕ А.-на юсанмалли урăх учреждение куçарма ыйтнине тивĕçтернĕ. Урăх çын пулнă-тăк - сăмах та çукчĕ. Анчах ку тĕслĕхре иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хурахла ĕçсемпе Раççейĕпех палăрнă преступник пирки калаçу пырать.

5 Çу, 2015

Колонире - изолятор

Следстви изоляторĕсенче ристансем валли вырăн çителĕксĕрри паллă. Республикăра кăна мар, Раççейĕпех çапла. ФСИН управленийĕн Чăваш Енри юсанмалли 1-мĕш колонийĕнче следстви изоляторĕн режимĕпе ĕçлекен пÿлĕмсем уçни СИЗОсемпе çыхăннă çивĕчлĕхе чакарма май парать.

Кунта следстви изоляторĕнче мĕн пулмалла - пĕтĕмпех пур: дежурнăй чаç, медиксемпе оперсен, следовательсен пÿлĕмĕсем, камерăсем, карцерсем т.ыт.те. Преступлени тунă тесе шанмасăр тытса чарнисене, суд кĕтекенсене сăнамашкăн видеосистема вырнаçтарнă. Çак «изолятор» 55 çынна йышăнма пултарать.

5 Çу, 2015

Наци вулавӑшӗнче Китай поэзийӗн каҫӗ иртнӗ

ЧР Наци вулавӑшӗнче «Кӗнеке урлӑ — халӑхсен килӗшӗвӗ патне» пӗтӗм тӗнчери наци кӗнекин фестивалӗпе килӗшӳллӗн «Ши. Цы.Цюй. Фу» Китай поэзийӗн каҫӗ иртнӗ. Ӑна И.Яковлев ячӗллӗ ЧППУри китай чӗлхипе культурин центрӗ йӗркеленӗ.

Малтанах пухӑннӑ студентсемпе шкул ачисен умне центр ертӳҫи, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Е.В.Сухова доцент тухса калаҫнӑ. Вӑл центр ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Вӗсем Китай Халӑх Республикипе туслӑха ҫирӗплетес, килӗштерсе ӗҫлес енӗпе чылай тӑрӑшни пирки каласа кӑтартнӑ.

Pages