Новости по теме

22 Çу, 2015

Кашнин шăпи чĕрене пырса тивет

Чăваш наци библиотекинче республикăри шкул ачисемпе студентсен "Мăсăльмансем - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче" ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Мероприятие Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă. Унăн ĕçне ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин этноконфессисен хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Сергей Казаков, Хусантан килнĕ Рашид Мингазов искусствовед, Фанис Сафиуллин имам, студентсемпе преподавательсем, Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам, Комсомольски тăрăхĕнчи Тукай, Аслă Чурачăк, Урмаел ялĕсенчен килнĕ хăнасем хутшăнчĕç.

22 Çу, 2015

Чăваш Ен - пиллĕкмĕш вырăнта

Раççейри Экономикăн аслă шкулĕн наука-тĕпчев университечĕ /ЭАШ НТУ/ çĕршыври регионсен инноваци аталанăвĕн динамикине тишкерсе аналитика доклачĕ хатĕрленĕ. Чăваш Ен çĕнĕ рейтингра яланхи лидерсен - Мускав, Санкт-Петербург, Татарстан тата Калуга облаçĕ - хыççăн пиллĕкмĕш вырăн йышăннă. Раççейри чи пысăк инновациллĕ регионсен йышĕнче çавăн пек - Свердловск, Чулхула, Новосибирск, Томск тата Пенза облаçĕсем.

22 Çу, 2015

Ертÿçĕсем ­- çĕнтерÿшĕн

Совет Союзĕн паттăр салтакĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа пултаруллă спортсменсем футбол, хоккей, баскетбол, çăмăл атлетика лапамĕсенче тĕп наградăсене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Виçĕм кун вара Шупашкарти «Спартак» кермене волейболистсем васкарĕç.

22 Çу, 2015

Клубра ташлаççĕ кăна мар

Наркополицейскисем профилактика ирттерес, наркотик çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисене тупса уçăмлатас тĕллевпе «Каç - 2015» оперативлă мероприяти ирттернĕ.

Пилĕк ушкăн çамрăксем çĕрлесерен канакан вырăнсене - клубсене, каçхи заведенисене - тĕрĕсленĕ. 12 çĕре çитнĕ вĕсем. Тĕрĕслев вăхăтĕнче наркополицейскисем наркотик хутăшĕсене туртса илнĕ, наркотик çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисемшĕн федераци шыравĕнче пулнă çынсене тытса чарнă. Вĕсемех административлă йĕркене пăснă 14 тĕслĕхе шута илнĕ.

22 Çу, 2015

Хутаçри чустара...

Наркотĕрĕслев ĕçченĕсем Шупашкарта наркотик хутăшĕпе сутă тума май паман. Йĕксĕксене тытса чарма вĕсене «шанăç телефонĕ» пулăшнă. Планпа килĕшÿллĕн, саккуна пăсакан çынна хура ĕç тунă вăхăтра тытмалла пулнă. Çапла арçынна амфетаминăн черетлĕ партине сутма тăрсан ярса илнĕ.

22 Çу, 2015

Тытса чарма ыйтнă

Наркотĕрĕслев ĕçченĕсем «шанăç телефонĕ» пулăшнипе наркопритонсене тĕп тăваççĕ, саккун урлă каçнă çынсене тытса чараççĕ. Анчах юлашки вăхăтра суя хыпар пĕлтерекен йышланнă. Хăйсене наркотĕрĕслев ĕçченĕсем пек кăтартса укçа сăптăракансем те пур.

21 Çу, 2015

"Хыпар" никĕслевçине чысласа

"Хыпар" хаçата никĕсленĕ Николай Никольский çуралнă кун, сăнанă тăрăх, яланах хĕвеллĕ те ăшă пулаканччĕ. Çавăнпах-и - чăн-чăн уяв пекех туйăнатчĕ вăл. Хальхинче майăн 19-мĕшĕнче ирхине тÿпере сивĕ пĕлĕтсем купаланни кăна курăнатчĕ. Çапах та "Хыпарçăсен" делегацийĕ чăваш хаçачĕн пĕрремĕш редакторĕн, паллă историкĕн, этнографăн тăван ялне - Муркаш районĕнчи Купăрляна - пуç тайма килсе çитнине çутçанталăк та ырă паллă пек йышăнчĕ-ши - уяв хĕрсе çитсен хура-кăвак пĕлĕтсен хыçĕнчен хĕвел шуса тухрĕ.

21 Çу, 2015

Икĕ халăх хушшинчи туслăх çирĕплетекен Низами

Çак кунсенче кăна-ха хаçатра узбек халăх эпосне "Алпамыша" чăвашла куçарни çинчен пĕлтернĕччĕ. Халĕ, акă, пирĕн республикăра пурăнакан азербайджансем çинчен сăмах пуçарма сăлтав пур. Май уйăхĕн 20-мĕшĕнче "Пĕтĕм Раççейри азербайджансен конгресĕ" общество организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн хастарĕсем, чăваш çыравçисем, литературăпа искусствăна кăмăллакансем азербайджан поэчĕн Низами Гянджевин, чăваш халăхĕн Патриархĕн Иван Яковлевăн палăкĕсем умне чечексем хучĕç. Сăмах май, Низами палăкĕ Шупашкарта Ашмарин урамĕнче вырнаçнă.

Pages