Новости по теме

25 Çу, 2015

Машинăпах хăваланă

Нумаях пулмасть кăна-ха Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам çамрăкĕ тĕлĕшпе çул çитмен хĕре вĕлернĕшĕн уголовлă ĕç пуçарнăччĕ, халь вара каллех çак ял каччи путсĕр ĕç тунă - 25 çултискер хăйĕнчен тăватă çул аслăрах хĕрарăма пусмăрлама тăнă.

25 Çу, 2015

«Кĕсьере манăн - граната!»

Чăваш Енĕн шалти ĕçсен министрĕн Сергей Семеновăн ячĕпе Крым Республикин Тĕп следстви управленийĕн Белогорск районĕнчи следстви пайĕнчен тав çырăвĕ килнĕ. Çулталăк каялла Раççей йышне кĕнĕ çурутравăн йĕркелĕх хуралçисем пирĕн ентеш пирки ырă сăмахсем çырнă.

25 Çу, 2015

Ямăтти илĕртет

Прокурорсем судсен хресчене бюджетран пулăшма уйăракан укçапа усă курнă чух саккуна пăснă тĕслĕхсене тишкернипе çыхăннă ларăвĕсене мĕнлерех тивĕçтернĕ - республика прокуратури çак ĕçе пĕтĕмлетнĕ.

2013-2015 çулсенче ку енĕпе чылай ĕç пурнăçланă, граждансенчен тата юридици вăйĕнчи тытăмсенчен бюджета кÿнĕ 2,3 млн ытла тенкĕлĕх сиене шыраса илмелли требованисене тивĕçтернĕ.

25 Çу, 2015

«Мазда» водительне айăпланă

«Мазда» курсантсене çÿреме вĕрентмелли ВАЗ-21099 çине пырса кĕнĕ те - иномаркăн 33 çулти пассажирĕ, хĕрарăм, вилмеллех суранланнă. Çакна та палăртмалла: автомобильсен иккĕшĕн рулĕ умĕнче те хĕрарăмсем пулнă. Ку тĕслĕхпе суд çак кунсенче приговор палăртнă.

22 Çу, 2015

Интернетра та... вăрлаççĕ!

ЧР ШĔМĕн "К" уйрăмĕн пуçлăхĕ Александр Смирновпа унăн заместителĕ Валерий Чернов çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче ирттернĕ пресс-конференцире банк карттисемпе хăрушсăр усă курас ыйтăва хускатрĕç.

Шалти ĕçсен министерствинче шута илнĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа кăна ют çын карттисенчен саккунсăр майпа 425 хутчен укçа илнĕ.

22 Çу, 2015

Ĕçкĕ ырă тумасть

Судпах уйрăлнă пулин те мăшăр пĕр килтех пурăннă. Арçын час-часах эрех ĕçнĕ, ÿсĕрĕлсен вара усалланнă, хаярланнă, хăвăртах тарăхнă. Черетлĕ хутчен ÿсĕр таврăнсан арăмĕ кун пирки асăрхаттарни килĕшмен ăна. Çавăнпах кĕсйинчен çĕçĕ кăларса унпа арăмĕ умĕнче сулкалашма пуçланă ÿсĕрскер. Унтан шĕвĕрскерне хĕрарăм мăйĕ тĕлнех лартнă. Арăмĕ тархасласах ыйтнине кура кăна ăна арçын вĕçертнĕ. Хăраса ÿснĕскер тарса витере пытаннă. Упăшки çывăрса кайсан çеç кĕнĕ çурта, тÿрех полицие шăнкăравланă.

22 Çу, 2015

Чустари наркăмăш

РФ наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем синтетика наркотикне - амфетамина - республикăна илсе килекен чи пысăк çула пÿлнĕ.

Шупашкар çамрăкне амфетамин салатма хăтланнă чухне ярса тытнă. Арçын вĕлерекен наркăмăш сутнине наркополицейскисене "шанăç телефонĕпе" шăнкăравласа пĕлтернĕ. Анчах ку кăна çителĕксĕр пулнă, çирĕп фактсем кирлĕ. Çавăнпах ăна алăран ярса тытма палăртнă - черетлĕ хутчен тупăшлă ĕçне пуçăнасса кĕтнĕ.

22 Çу, 2015

Защита прав и законных интересов несовершеннолетних – основной приоритет в деятельности Следственного комитета

 Накануне Международного дня защиты детей следственным управлением Следственного комитета Российской Федерации по Чувашской Республике (СУ СКР по Чувашии) подведены некоторые итоги деятельности по защите прав детей, пострадавших от совершенных в отношении них преступлений. Следственные органы СК России по Чувашской Республике рассматривают вопрос защиты прав несовершеннолетних как один из основных приоритетов своей деятельности. По всем уголовным делам о преступлениях в отношении несовершеннолетних устанавливаются обстоятельства, способствовавшие их совершению.

22 Çу, 2015

Паха продукци килĕшнĕ

Апрель пуçламăшĕнче Чăваш Енĕн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă делегацийĕ Беларуçре ĕçлĕ визитпа пулнăччĕ. Унта экономикăри хутшăнусене çирĕплетесси çинчен килĕшÿ тунă. Майăн 20-мĕшĕнче вара пирĕн республикăна Беларуçрен сумлă делегаци килнĕ.

Pages