Новости по теме

2 Утă, 2015

Çĕçĕпе - 26 хутчен

Çĕнĕ Шупашкар хула сучĕ 38-ти арçын айăплине çирĕплетнĕ. Çынна вĕлерме тăнăскере çирĕп режимлă колоние 7 çуллăха ăсатма йышăннă.

Уголовлă ĕç материалĕсем тăрăх, кăçалхи февраль уйăхĕн 11-мĕшĕнче вăл хăйĕн килĕнчех пулнă. Ÿсĕрскер пиччĕшĕпе хытах харкашса кайнă, ун çине вĕри кофе сапнă. Унтан çĕçĕ ярса тытнă та кăкăрĕнчен, хырăмĕнчен, мăйĕнчен, пуçĕнчен 26 хутчен чикнĕ. Юрать, 39 çулти арçыннăн чĕри тапма чарăнман - тухтăрсем вăхăтра пулăшу панипе вăл чĕрĕ юлнă.

2 Утă, 2015

«Сыхлакан» сехет

Шупашкарти Мускав районĕн следстви уйрăмĕ Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Шăхран ялĕнче пурăнакан 39 çулти хĕрарăм тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Следстви версийĕ тăрăх, кăçалхи апрель уйăхĕн 3-мĕшĕнче вăл Шупашкарта видеокамера вырнаçтарнă ал сехечĕ сутнă. Кунашкал хатĕре ирĕк илмесĕр халăхра сарма юрамасть. Ĕç-пуçа малалла тишкереççĕ.

2 Утă, 2015

Çыртнă... уринчен

Шупашкарти Калинин районĕн следователĕсем те 32 çулти арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна та влаçри çынна хур кăтартнăшăн айăпласшăн.

Следстви версийĕ тăрăх, июнь уйăхĕн 20-мĕшĕнче ирхине çак арçынна хулари çĕнĕ кăнтăр районĕнче, халăх йышлă çÿрекен вырăнта, ÿсĕр пулнăшăн тытса чарнă, полици уйрăмне илсе кайнă. Унта та хĕремесленнине кура арçыннăн аллине наручник тăхăнтартма тăнă. Ÿсĕре ку ăçтан килĕштĕр? Вăл хăлаçланма пуçланă, урине çĕклесе тапма хăтланнă хушăра ÿкнĕ, çакăнпа усă курса пакунлисенчен пĕрне уринчен çыртнă. Уголовлă ĕçе малалла тĕпчеççĕ.

2 Утă, 2015

88 çулти хĕрарăма вĕлернĕ

Çĕрпÿ следователĕсем кăçалхи февраль уйăхĕн 4-мĕшĕнче Эрĕмкассинче пулнă хăрушă преступление тишкерсе пĕтернĕ, ку ĕç-пуçа нумаях пулмасть район судĕнче пăхса тухнă.

Уголовлă ĕç материалĕсем тăрăх, çав кунхине 55 çулти хĕрарăм ентешĕн килне кĕнĕ, сарайĕнче пуртă тупнă. Унпа кил хуçи хĕрарăмне пуçĕнчен, кĕлеткин ытти пайĕнчен каснă. Следстви вăхăтĕнче ирттернĕ судпа психиатри тĕпчевĕн пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн, тискер преступлени тунă хĕрарăм çав вăхăтра хăй мĕн тунине ăнланман. Çавна май ăна психиатри больницине ятарлă условисенче сипленмешкĕн ăсатма йышăннă.

2 Утă, 2015

Константин Иванов (1890-1915)

Константин Васильевич ИВАНОВ 1890 ҫулхи майӑн 27-мӗшӗнче Ĕпхӳ кӗпӗрнин Пелепей уесӗнчи Слакпуҫӗнче (халь Пушкӑртстанри Пелепей районне кӗрет) ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Кӗҫтентин Пелепейри икӗ класлӑ шкулта, унтан Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ.

2 Утă, 2015

Михаил Федоров (1848-1904)

Михаил Федорович ФЕДОРОВ 1848 ҫулхи ноябрӗн 29-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Шупашкар уесӗнчи (халӗ Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрет) Хурапхара ҫуралнӑ. 1864–1869 ҫҫ. Михаил Самарти учительсем хатӗрлекен семинарире вӗреннӗ. Унтан пӗр хушӑ Шӗнерпуҫӗнче учительте ӗҫленӗ.

1 Утă, 2015

Çеҫпӗл Мишши (1899-1922)

ÇЕÇПĔЛ Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) 1899 ҫулхи ноябрӗн 16-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Çӗрпӳ уесӗнчи Касаккассинче (халь Канаш районӗнчи ҫеҫпӗл ялӗ) ҫуралнӑ. 1907–1919 ҫҫ. Мишша Шӑхасанти икӗ сыпӑклӑ шкулта, 1917–1919 ҫҫ. Теччӗри учительсем хатӗрлекен семинарире вӗреннӗ. 1911–1914 ҫҫ.
1 Утă, 2015

Петӗр Хусанкай (1907-1970)

Петр Петрович Хусанкай 1907 ҫулхи январӗн 22-мӗшӗнче хальхи Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче /хальхи вӑхӑтра Сиктӗрме-Хусанкай/ ҫуралнӑ. Ялти шкултан вӗренсе тухсан, Петӗр Хусанти чӑваш педтехникумне вӗренме кӗнӗ. 1924 ҫ. унӑн «Ирӗк тимӗрҫӗ» сӑвви пичетленсе тухнӑ. 1925 ҫ.

Pages