Новости по теме

7 Утă, 2015

Чăвашсен Акатуйĕнче ют çĕршыв çыннисем те савăнчĕç

Йăли çапла чăвашăн: çурхи ĕçсене вĕçлесен ака уявĕнче савăнмалла. Районсенче Акатуйсем тахçанах кĕрлесе иртрĕç, республика шайĕнче те юрласа-ташласа паллă турăмăр ăна. Иртнĕ шăматкун вара, июль уйăхĕн 4-мĕшĕнче, чăвашсен тĕп уявĕ Мускавра кĕрлерĕ.

7 Утă, 2015

Таркăна тытнă

28 çулти Петр Алексеев судпа айăпланнă та - çитес çул ирĕке тухатчĕ ĕнтĕ. Халь вара колонипе часах сывпуллашаймĕ.

Ăна пĕлтĕрхи июньте çынна хĕненĕшĕн, ют пурлăха вăрланăшăн айăпласа 2 çул çурăлăха ирĕклĕхсĕр хăварнă, колони-поселение ăсатнă. Унти режим пит çирĕп тееймĕн, апла пулин те Алексеева колонири пурнăç йăлăхтарса çитернĕ пулас - вăл кăçалхи майăн 9-мĕшĕнче каçхине Улатăр районĕнчи юсанмалли учрежденирен тухса тарнă. Ирĕкре вăрах пулайман, ăна тепĕр куннех Етĕрне районĕнчи пĕр хушма хуçалăх территорийĕнче тытса чарнă.

6 Утă, 2015

Çĕнĕ Шупашкарсем - чи хастаррисем!

Çемье ăшшине упрас тивĕç ĕлĕкренех хĕрарăм хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Çутçанталăк пире, хĕрарăмсене, илеме, тирпейлĕхе, чунлăха пуринчен ытла туйма май панă-тăр. Тĕрлĕ саманара хĕрарăма обществăра хакласси тĕрлĕрен пулнă.

6 Утă, 2015

Çĕнĕ микрорайонсенче больницăсем кирлех

Медицина пулăшăвĕсен тата çын сывлăхне сыхлас ĕçĕн ирĕклĕ мониторингĕн "Сывлăх" фондăн ертÿçи, Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн Тĕп штабĕн членĕ Эдуард Гаврилов "Халăх фрончĕн" Чăваш Енри регион уйрăмĕн хастарĕсемпе Шупашкарăн çурт хыççăн çурт хăпартакан районĕсенчи медучрежденисене çитсе курнă.

6 Утă, 2015

Патшалăх саккасĕсем шута юратаççĕ

Саккасĕсем хăйсем мар, вĕсене пурнăçлама уйăракан укçа шута юратать. Республика прокуратури шăпах çулталăкăн пĕрремĕш çурринче патшалăх тата муниципалитет саккасĕсене вырнаçтарассипе çыхăннă надзор ĕçне пĕтĕмлетнĕ.

Пĕтĕмпе 6 уйăхра саккуна пăснин 400 ытла тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă. Представленисем çырнă, 111 çынна дисциплина енĕпе явап тыттарнă, административлă правăна пăсни çинчен калакан 60 ĕç пуçарнă май 37 çын явап тытнă. Çавăн пекех малтанхи следстви органĕсене пилĕк материал панă, прокурорсен тĕрĕслевĕсен материалĕсем тăрăх икĕ уголовлă ĕç пуçарнă.

6 Утă, 2015

Броницын суд умне тăрать

Вăл Çĕмĕрлесен суд умне тăракан миçемĕш экс-пуçлăхĕ пулать-ши - калама та хĕн. Пирвайхи мар - кун пирки иккĕленÿ çук.

Çĕмĕрле прокурорĕ хула администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă Андрей Броницын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ. Ăна должноç полномочийĕсен картинчен тухнăшĕн айăплаççĕ. Уголовлă ĕçе прокуратура тĕрĕслевĕн материалĕсем тăрăх пуçарнă.

6 Утă, 2015

Футбол туслашма пулăшать

Хаçат ĕçĕпе çула час-часах тухнăран хăшпĕр районта - волейбола, Канаш енче футбола кăмăлланине пĕлетĕп. Çакна Шаккăл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Степанов та çирĕплетрĕ. Кунти çамрăксем Карăклă ял тăрăхĕн спортсменĕсемпе туслăх матчĕсем ирттернине палăртрĕ.

6 Утă, 2015

Тупăш кÿреймен лаборатори

Чăваш Ен полицейскийĕсем "спайссен" пысăк виçине салатакан арăмĕпе упăшкине тытса чарнă. Вĕсен çумĕнче синтетика наркотикĕн 5 пин дозине хатĕрлеме пулакан 600 грамм наркăмăшлă япала тупнă.

Мăшăра Шупашкарта çу уйăхĕн вĕçĕнче ЧР ШĔМĕн наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне хирĕç ĕçлекен пайĕн ĕçченĕсем асăрханă. Саланнă союзăн пĕр республикинчен килнĕскерсем пирĕн тăрăхра аван тупăш илесшĕн пулнă. Çавăнпах тара ярса пурăнакан хваттерте вĕсем хăйне евĕр лаборатори йĕркеленĕ. Унта арçынпа хĕрарăм "Спайс" хатĕрленĕ.

6 Утă, 2015

Поликлиника регистратурăран пуçланать

ЧР Сывлăх сыхлав министерстви Пĕтĕм Раççейри республика тапхăрĕн "Поликлиника регистратурăран пуçланать" конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Ăна чирлисене йышăнас шая ÿстерес тата медицина учрежденийĕн имиджне хăпартас тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Кăçалхи пуш уйăхĕнчен пуçласа çынсене анонимлă майпа анкета çыртарнă. Хак панă чухне хальхи условисене, хутшăну саманчĕсене шута илнĕ. Регистратура ĕçне çавнашкалах республикăри Сывлăх сыхлав министерстви йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕ тĕрĕсленĕ.

Pages