Новости по теме

8 Утă, 2015

Нумайăшĕ çу шайне кура тÿлеме пуçламан. Мĕншĕн?

Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура ЧР тивĕçлĕ органĕсене 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа килти хуçалăхсене вĕсем сутакан сĕт пахалăхне кура тÿлессине йĕркелеме хушрĕ.

Çак ĕçе районсенче еплерех пурнăçа кĕртнине Ялхуçалăх министерствин «Агро-Инновацисем» хысна предприятийĕнче Сергей Павлов министрпа ЧР патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов тишкернĕ. «Çавра сĕтел» хушшинчи калаçăва килти хуçалăхсенчен сĕт пуçтаракан организацисемпе тирпейлекен предприятисен ертÿçисем хутшăннă.

7 Утă, 2015

"Халăх инвентаризацийĕ" кăçал вĕçленет

Эрнекун ЧР Патшалăх пурлăхĕпе тухăçлă усă курассине тĕрĕслесе тăракан правительство комиссийĕн ларăвĕ пулчĕ. Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин муниципалитет йĕр-келенĕвĕсем çĕре инвентаризацилессин иккĕмĕш тапхăрне пурнăçа кĕртни çинчен доклад турĕ.

"Республикăн пĕтĕм çĕр фончĕ 1834,5 пин га шутланать, - терĕ. - Çак лаптăкăн 55% - ялхуçалăх пĕлтерĕшли, 32,5% - вăрман фончĕн, 2-шер % яхăн - çутçанталăкăн уйрăмах сыхлаканни тата шыв-шур фончĕн, 1% - промышленноçăн тата ятарлă ытти тĕллевлĕ, 1% сахалрах - саппасри, 7,6% - этем пурăнакан вырăнсем".

7 Утă, 2015

Археологсем йĕркене пăснă

Хуралçăсем июнĕн 2-мĕшĕнче "Сăрçи" заповедникăн Улатăр лаптăкĕнче Йĕпреçре пурăнакан икĕ çамрăк çĕр чавнине асăрханă. Кĕреçесемпе, тăпра айĕнчи тимĕре туйса сасă паракан хатĕрпе усă курнă. Алтса ĕлĕкхи-авалхи япаласем кăларнă - федерацин заповедника тата культура еткерлĕхне хÿтĕлемелли саккунĕсене пăснă.

Патшалăх инспекторĕсем вĕсем археологсем пулнине палăртнă, саккуна пăсни пирки протокол çырнă. Административлă ĕç пуçарса штраф тÿлеттерме йышăннă.

7 Утă, 2015

Икĕ хир сыснине тытнăшăн

Пĕлтĕр браконьер Муркаш районĕнчи Шатракасси вăрманĕнче патшалăх органĕнчен ирĕк илмесĕрех икĕ хир сыснине пăшалтан персе вĕлерни çинчен "Хыпар" пĕлтернĕччĕ. Муркаш районĕн сучĕ И.Михеевăн уголовлă ĕçне пăхса тухрĕ, вăл республикăн сунар пуянлăхне 150 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнине çирĕплетрĕ.

7 Утă, 2015

Пеликансем шар курнă

Шупашкар заливĕнче çу каçарма июнĕн 18-мĕшĕнче шыва пеликансем, шур акăшсем, кăвакалсем ячĕç.

Кайăксене курса ача-пăча савăнать. Тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алла Самойлова пĕлтернĕ тăрăх - вĕсене Мускавран илсе килнĕ.

7 Утă, 2015

«Капкăн» журналăн кăçалхи 12-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

Хуплашкан 1-мĕш страницине С. Мусаевăн «Я уж подумал, что это дорожный знак!» карикатурипе илемлетнĕ. Иккĕмĕш страницăра - арçынпа хĕрарăм хутшăнăвĕсене сăнарлакан кулăш.

Pages