Новости по теме

30 Утă, 2015

Наци музейĕнче - голографи тĕлĕнтермĕшĕсем

Мĕнпе кăна тĕлĕнтермест иккен хальхи пурнăç. Питĕ хăвăрт аталанать, кашни кунах çĕнĕ идейăсем çуралаççĕ, çĕнĕ технологи. Унччен шухăшлама пултарайман пулăмсене те халĕ çынсем пурнăçа кĕртеççĕ, тĕнчене тĕлĕнтереççĕ.

30 Утă, 2015

Çĕнĕ экспонат

Çеçпĕл Мишшин Шупашкарти музейĕ çĕнĕ экспонатпа пуянланнă: Юрий Григорьев поэтăн тĕрленĕ портретне парнеленĕ. Юрий Владимирович сувенир продукцийĕсене компьютер технологийĕпе хатĕрлет. Вăл яланах шыравра. Çĕçпĕл Мишшин пултарулăхĕпе тĕплĕн паллашнă хыççăн пуçăннă та ĕнтĕ вăл çак ĕçе.

30 Утă, 2015

Çĕнĕрен шутласа параççĕ

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - ĕçлекенсен пенсине август уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕрен шутласа параççĕ. Кăçал страховани пенсийĕсене малтанхи йĕркепех пăхса тухаççĕ - çакнашкал куçăм тапхăрне "Страховани пенсийĕсем çинчен" саккунра палăртнă.

Ÿсĕм виçи Раççей Пенси фондне 2015 çулччен пырса кĕнĕ страховани взносĕсен пенси шутланă е черетлĕ корректировка тунă чухне шута илмесĕр юлнă хисеппе çыхăннă.

30 Утă, 2015

Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл августăн 1-мĕшĕнче Шупашкара килет

Нумайăшĕ асрах тытать-тĕр: 1996 çулхи июнĕн 23-26-мĕшĕсенче Чăваш Енре Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Иккĕмĕш Алексий пулнăччĕ. Ку пулăм çинчен "Хыпар" хаçатăн çав кунсенчи номерĕсенче В.Сариловăн "Чиркÿ çулĕ" уçăлчĕ", Ю.Михайловăн "Ырлăх-сывлăх суннă", Н.Коноваловăн "Взрыв пулнă.

30 Утă, 2015

Интернатри тискер ĕç

Хăрушă çак преступлени кăçалхи февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнче пулнăччĕ. Патăрьел районĕнчи психоневрологи интернатĕнче унта пурăнакан 57 çулти арçын юнашар пÿлĕмри хăйĕнчен çулталăк аслăрах кÿршине мăйĕнчи тимĕр вăчăрапа пăвса вĕлернĕ.

Асăннă тĕслĕх тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарса тишкернĕ. Халĕ суд пулнă. Судпа психиатри тĕпчевĕн пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн тискер преступлени тунă арçын çав вăхăтра хăй мĕн хăтланнине ăнланман. Çавăнпа ăна психиатри больницине вырттарса ирĕксĕрлесех сиплеме йышăннă.

 

30 Утă, 2015

Виçĕ каччăн - пĕр шухăш

Куславкка районĕн сучĕ Куславкка хулинче пурăнакан 19 тата 23 çулсенчи икĕ каччă тата вĕсен Шупашкарта тĕпленнĕ 23-ри юлташĕ тĕлĕшпе приговор вуланă. Вĕсене малтанах калаçса татăлса хĕре мăшкăлланăшăн тата ытти преступленишĕн явап тыттарнă.

30 Утă, 2015

Гор, Иоанн, Амилия...

Кăçал пирĕн регионта республикăра миçе ача кун çути курнă? Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсем валли мĕнле ятсем ытларах суйлать?

Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх, 2015 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче республикăра 8176 ача çуралнă. Сăмах май, пĕлтĕрхи пĕрремĕш çур çулта 8514 ача кун çути курнă. Кăçалхи 6 уйăхра çуралнă 3198 тĕпренчĕк çемьере - пĕрремĕш, 3519-шĕ - иккĕмĕш, 1118-шĕ - виççĕмĕш, 341-шĕ тăваттăмĕш пулнă.

Pages