Новости по теме

4 Çурла, 2015

Ĕнер Шупашкарта Раççейри çăмăл атлетсен чемпионачĕ пуçланчĕ

Çĕнĕ ĕмĕр пуçланиччен çăмăл атлетика енĕпе çĕршыв чемпионачĕсене тĕпрен илсен Мускавра е Санкт-Петербургра ытларах ирттернĕ. XXV тата XXVI Олимп вăййисенче чăвашсен илемлĕ те вăйлă пикисем, СССР спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕсем Валентина Егоровăпа Елена Николаева икшер ылтăнпа кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ хыççăн Шупашкар Раççейри çăмăл атлетикăн тĕп хули пулса тăчĕ. Çакна пирĕн хулари хăтлă стадионта улттăмĕш хут çĕршыв чемпионатне йĕркелеме май килни те çирĕплетет.

4 Çурла, 2015

Катек "Шевли" - лауреат

Чулхула облаçĕнчи Сартаково ялĕнче йăлана кĕнĕ фольклор фестивалĕ кăçалхипе 11-мĕш хут иртнĕ. Унта пирĕннисем те - Канаш районĕнчи Катекри "Шевле" фольклор ушкăн та - хутшăннă. Хутшăннă çеç мар, иккĕмĕш степеньлĕ лауреат пулса тăнă.

4 Çурла, 2015

Хăш ялсем ĕçмелли шывсăр?

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев эрнекун хула-район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Вырмана хăвăртлатас тĕлĕшпе пĕтĕм ĕçе ăнăçлă йĕркелеме ыйтрĕ. Мĕнпур программăпа килĕшÿллĕн муниципалитет йĕркеленĕвĕсене республика хыснинчен укçа вăхăтра куçать, инвестици тĕллевĕсем пурнăçланаççĕ. "Апла пулин те влаçăн тухăçлă ĕç-хĕлĕ çинчен хăшпĕр хула-районта халăха çийĕнчех пĕлтермеççĕ, - терĕ М.Игнатьев. - Çынсем нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассипе, вĕсен картишĕсене йĕркене кĕртессипе çыхăннă ыйтусем параççĕ.

4 Çурла, 2015

Тухăç савăнтарать

Вăрнарти аш-какай комбиначĕ вырмана районта пĕрремĕш пуçланă. Июлĕн 23-мĕшĕнче Çĕньял Нурăс çывăхĕнчи кĕрхи тулă пуссине сакăр комбайн çитнĕ. Кăçал пĕрремĕш каçалăк - Николай Тихоновпа Сергей Абакумов комбайнерсен. Кĕрхи культура 238 га çинче аван çитĕннĕ, кашни гектартан 30 ытла ц пухса кĕртнĕ. Валерий Николаев, Геннадий Плотников, Валерий Иванов, Олег Краснов тата Геннадий Краснов комбайнерсем те тĕллеве тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Тырра йĕтем çине Валерий Иванов, Михаил Кузьмин, Андрей Федотов, Вениамин Федоров, Геннадий Иванов, Николай Сергеев, Руслан Арсентьев турттараççĕ.

4 Çурла, 2015

Улăма - ферма патне

Элĕк районĕнчи "Новый путь" кооперативра тĕштырă культурисене - 1133, çав шутра кĕрхисене 366 га акса çитĕнтернĕ. Уй-хир карапĕсене Вениамин Константинов, Александр Евдокимов, Юрий Иванов, Владимир Порфирьев тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Пĕр уйра тырпул кашни гектартан 32 ц тухнă. Александрпа Николай Тимофеевсем, Николай Арсентьев улăма преслаççĕ. Пĕлтĕр комбайнсем патĕнчен тырра йĕтем çине турттарса районта мала тухнă Валерий Васильев водитель тюксене КамАЗпа ферма çывăхне леçет.

4 Çурла, 2015

Кÿршĕсем пулăшаççĕ

Йĕпреç тăрăхĕнчи "Красный партизанпа" "Искра" колхозсенче кĕрхисене чи малтан çапса тĕшĕленĕ. "Красный фронтовик" колхозăн кĕрхи туллине виçĕ комбайнпа пухса кĕртнĕ. Вăл шутра пĕри /комбайнерĕ Алексей Кузьмин/ - "Красный партизанăн". Çак хуçалăх тырпула тĕшĕлеме ытти предприятипе фермерсене те пулăшать. Машина-трактор паркне çуллен пуянлатать. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр тырă пуçтармалли комбайнпа Т-150 трактор, кăçал КамАЗ автомашина туяннă.

4 Çурла, 2015

"АСК-Канаш" малта

Июлĕн 31-мĕшĕ тĕлне агропромăн Канаш районĕнчи 6 организацийĕпе 5 фермер хуçалăхĕ кĕрхи культурăсене пухса кĕртнĕ. Вĕсене чи малтан пуçтараканни - "АСК-Канаш" общество. Виçĕ комбайнпа 200 га çинчи кĕрхи тулла тăватă кунта çапса тĕшĕленĕ. Тухăç кашни гектартан - 27,6 ц. "Урюм", "Исток", "Цивиль", "Канаш" хуçалăхсем, А.Денисов, А.Владимиров, В.Никонов фермерсем те кĕрхисене иртнĕ çумăр йĕпетиччен пуçтарса кĕртнĕ.

 

4 Çурла, 2015

Тăрăшни усса кайнă

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи "НамЭКО" общество çулсерен минерал удобренийĕпе тухăçлă усă курать, гербицидпа çумкурăка пĕтерет. Май тата июнь уйăхĕсенче шăрăх тăчĕ пулин те тырпул тухăçĕ начар мар. Сăмахран, "Московская-56" кĕрхи тулă кашни гектартан 25 ц панă. Кĕл пек тăпраллă Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче Александр Никаноров инвестици хывса ялхуçалăх культурисем акма тытăннăранпа тухăç чăннипех те савăнтарать. Çĕрĕçне агротехнологие пăхăнса йĕркелеççĕ.

3 Çурла, 2015

Авиашоу кăçал та пулать

Республикăн влаç органĕсен, федераци ведомствисен вырăнти тытăмĕсен, хуласемпе районсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен черетлĕ канашлăвăн кун йĕркин пирвайхи ыйтăвĕ шăпах çулсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе çыхăннă та - ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Игнатьев паянхи калаçăва транспортпа çыхăннă инкекрен пуçларĕ.

3 Çурла, 2015

Сиплев пахалăхĕ çав-çавах пăшăрхантарать

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев июль уйăхĕн 31-мĕшĕнче "Васкавлă медицина пулăшăвĕн больници" бюджет учрежденийĕнчи лару-тăрупа паллашрĕ.

Pages