Новости по теме

6 Çурла, 2015

Хĕр илме - фурăсемпе

Чăваш Енре кунашкал туй хальччен пулман

Юлашки вăхăтра пĕр-пĕрне савса пĕрлешекенсем пурнăçĕнчи чи телейлĕ кунĕсенчен пĕрне ĕмĕр асра юлмалла ирттерме тăрăшаççĕ. Халăха тĕлĕнтерни çеç мар, ачасене, мăнуксене каласа памалли те пулĕ-çке. Василий Никитинпа Галина Васильева та çак куна интереслĕ ирттерме шухăшланă. Туй машинисен хушшинче çăмăллисем çеç мар, йывăр тиевлисем те пулнă.

6 Çурла, 2015

Аргентинăна парăнтарнă

Нумаях пулмасть Аргентинăра "Тĕнчене пĕрлештеретпĕр" проектпа килĕшÿллĕн ишевçĕсен Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ иртнĕ. Унта 21 çĕршыври 60 спортсмен хутшăннă. Пирĕн çĕршыв чысне хÿтĕленĕ 9 çын йышĕнче Чăваш Ен пики Татьяна Александрова пулнă.

6 Çурла, 2015

Бизон мăйракине тупнă

Республикăри пĕр предприятире ĕçлекенсем тиенĕ машинăна пушатнă чухне тĕлĕнмелле япала тупнă. Ăна Константин Корочков рабочи пĕрремĕш асăрханă.

Çак вырăна Чăваш наци музейĕнче тăрăшакан Александр Волков, Татьяна Давыдова тата Валерий Бардасов çитнĕ. Археологипе ĕлĕкхи истори секторĕн ертÿçи Александр Волков палăртнă тăрăх, рабочисем 10 пин çул каялла пурăннă бизон мăйракине тупнă. Халĕ вăл Чăваш наци музейĕнче упранать.

6 Çурла, 2015

4 пин ытла миллионер

2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен Раççейри 94207 çын хăйсен тупăшне палăртнă. Çапла 2014 çулта ĕçлесе илнĕ укçа миллион тенкĕрен иртнине 4418 пин çын кăтартнă.

Федерацин налук службин Чăваш Енри управленийĕн официаллă сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, 4276 çын 1 миллионран пуçласа 10 миллион тенкĕ таран тупăш тунă. Ку хисеп, 2013 çулхипе танлаштарсан, 21,4% нумайрах. Республикăра пурăнакан 116 çыннăн тупăшĕ - 10 миллион тенкĕрен пуçласа 100 миллион тенкĕ таран. 23 çын 500 миллион тенке яхăн ĕçлесе илнĕ. Виççĕшĕн тупăшĕ вара 500 миллион тенкĕрен те ытларах.

6 Çурла, 2015

Раççей рекорчĕсен кĕнекине кĕнĕ

Тĕп хулара пурăнакан Евгений Григорьев пирĕн çĕршыври чи пĕчĕк Рубик кубикне тунă. Халĕ унăн ятне Раççей рекорчĕсен кĕнекине кĕртнĕ.

32 çулти программист чи пĕчĕк Рубик кубикне лазер пулăшнипе ăсталанă. Унăн сарлакăшĕ - 1 сантиметр. Унччен пысăкрах çак пуçватмăша 1 минутра парăнтарма пултарнăскер хăй ăсталанине 3 минутра пуçтарать. Евгенийĕн тепĕр ĕмĕт пур: вăл тата пĕчĕкрех Рубик кубикне шухăшласа кăларасшăн.

6 Çурла, 2015

Яковлев пирки - учебникре

РФ Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин полномочиллĕ представительствине "История России. XIX век" кĕнеке авторĕсенчен пĕри, педагогика наукисен докторĕ Георгий Гогиберидзе тĕлпулăва пынă. Вăл Леонид Волков полпредпа курса калаçнă.

6 Çурла, 2015

Уявсене чăваш ялавĕпе çÿрет

Кивĕ Эйпеçе çитнĕ кун çумăрлă пулчĕ. Çанталăка хирĕç каяймăн. Анчах палăртнă ĕçе пурнăçлама, уяв ирттерме нимĕнле çумăр та чăрмантараймĕ. Ялта тĕрлĕ хăюпа илемлетнĕ, туя кайма хатĕрленекен çăмăл машина унталла та кунталла чупнине асăрхарăм. Хальччен пурăнса çавнашкаллисене чылай курнă.

5 Çурла, 2015

Михаил Игнатьев строительство предприятийĕсенче пулчĕ

Çулсерен çурла уйăхĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче Раççейре строительсен кунне паллă тăваççĕ. Çак тытăмра тăрăшакансемпе паян Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев тĕл пулчĕ. Вăл ĕçлĕ çул çÿревпе икĕ предприятине çитсе курчĕ.
Чăваш наци телевиденийĕ

5 Çурла, 2015

Чăваш Ен çамрăкĕсем — Китайра

Çак кунсенче Китай халăх республикинче Çамрăксен канашлăвĕ иртет. Унта Чăваш Енрен вĕренÿре, общество ĕçĕнче палăрнă 11 пултаруллă яш-кĕрĕм хутшăнма тивĕç пулнă.
Чăваш наци телевиденийĕ

5 Çурла, 2015

Шупашкарта çĕнĕ светофорсем хута кайĕç

Çул çинчи пăкăсем нумайăшне чăрмав кÿреççĕ. Вĕсене пĕтерме республикăра тĕрлĕ проект ĕçе кĕрет. Транспорт тытăмне аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн çулталăк вĕçĕччен хулари 18 хĕреслĕ урама светофорсем, детекторсем вырнаçтарĕç.
Чăваш наци телевиденийĕ

Pages